Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕр пăт йăла мĕн хак?

Пĕр пăт йăла мĕн хак?

Республикăра пурăнакансем коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн, кивĕ тумтире юсама, мунча кĕме тата ытти пулăшусемшĕн çулталăкра пĕтĕмпе 24,501 миллиард тенкĕ тăкаклаççĕ.

Федерацин статистика тĕпчевĕсем тăрăх, йăла пулăшăвĕсенчен 2019 çулта халăх пурăнмалли çуртсем е ытти хуралтăсем тунă тата вĕсене юсанă çĕре укçа-тенкĕ ытларах хывнă – 2361 млн тенкĕ, транспорта юсаса тытса тăма 1941 млн тенкĕ. Парикмахерскисене çÿреме юрататпăр, вĕсен пулăшăвĕсемшĕн 656 млн тенкĕ тăккаланă. Вилнĕ çынсене пытарса чыс тума – 379 млн, мунчасенче çăвăнма 292 млн, килте куллен усă куракан техникăна юсама тата тимĕртен тĕрлĕ хатĕр тума 257 млн, тумтир юсама тата çĕлеме 227 млн, сăн ÿкерме – 127 млн, атă-пушмак юсама – 68 млн, япаласене хими препарачĕсемпе тасатма тата прачечнăйсенче çума 44 млн тенкĕ кайнă. Йăла пулăшăвĕсен шутне, çавăн пекех, сĕтел-пукан туни тата юсани, техника хатĕрĕсемпе оборудование проката илни те кĕрет.

Пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă пулăшусемшĕн эпир пĕтĕмĕшле илсен 17,477 млрд тенкĕ тÿленĕ. Ку шута медицинăпа юристсен пулăшăвĕсем, вĕрентÿ, спорт, культура, туризм кĕмеççĕ. Вĕсем йăла ыйтăвĕсем шутланмаççĕ. Пĕтĕмĕшле тăкаксем, чăнах та, пысăк, анчах та уйрăм çынна шута илсен, республикăра пурăнакан кашни 1,2 млн çын çулталăкра йăла пулăшăвĕсемшĕн 5 пин те 755 тенкĕ тÿленĕ, пурăнмалли хваттерсемпе коммуналлă пулăшусемшĕн – 14318 тенкĕ.

Хальхи вăхăтра кашни уйрăммăн хăй ĕçĕпе тимлес енĕпе саккун йышăннă май, йăла пулăшăвĕ паракансем чылайăшĕ çак мелпе усă курма тăрăшаççĕ. Саккун вăя кĕнĕ хыççăн Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн бланкĕсене те улшăнусем кĕртме тиврĕ: пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ çăл куçĕсем пирки ыйтнă çĕрте хуравсен çĕнĕ варианчĕсем пур. Анчах та статистикăшăн кашни çыннăн тупăшĕ пĕлтерĕшлĕ мар, тивĕçлĕ пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ çăл куçĕ кăна интереслентерет. Тĕслĕхрен, 2010 çулхи çырав 775,6 пин çыннăн çавнашкал пĕр çăл куç пуррине кăтартса панă, 410,1 пин çыннăн – икшер, 26,3 пинĕшĕн виçĕ е ытларах çĕртен çемье бюджетне укçа кĕрсе тăнă.

Республикăра пурăнакансенчен 45,7 проценчĕ пурăнма кирлĕ укçа-тенкĕ ĕç укçи тесе палăртнă. Килти хушма хуçалăхран тупăш илекенсем – 23,9 процент, анчах тĕп çăл куç тесе палăртакансем 35 пин çын /12,1 процент/ кăна пулнă. «Харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсем» ăнлав пурнăçа кĕнĕрен ĕç тытăмĕ мĕнле улшăннине халăх çыравĕнчен пĕлĕпĕр.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code