Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Районти йытăсем те палăрнă

Районти йытăсем те палăрнă

Октябрĕн 3-18-мĕшĕсенче Леонид Князевăн Лаш Таяпа ялĕнче вырнаçнă акар йытăсен питомникĕнче курав иртнĕ.

Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи сунарçăсен йыттисем хутшăннă. Чăваш Республикин тĕрлĕ хулисемпе районĕсенчен, Мускав, Вологда, Ярославль, Самара, Саратов, Чулхула, Пенза, Тамбов тата ытти хуласемпе облаçсенчен килнĕ ăратлă йытăсен хуçисем çак тапхăрта хăйсен тусĕсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Курава сунарçăсем сахал мар мулкачпа тилĕ тăратнă.

Сăмах май, районти Денис Портновăн /Елчĕк/ тăватă ураллă тусĕсем те чи лайăххисен шутне кĕнĕ.

Сунарçăсем Елчĕк çĕрĕ çинче кăмăллăн канма пултарнă.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Леонид Князевпа Денис Портнов тăватă ураллă тусĕсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code