Вторник, Сентябрь 28, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнланулăха тĕпе хурса

Ăнланулăха тĕпе хурса

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен заместителĕсемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлăва иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ.

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче ял хуçалăх тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявĕ иртнĕ. Унта пирĕн район представителĕсем те ят-сума тивĕçни çинчен паянхи уйрăм статьяра вуласа паллашма пулать…

Кирек мĕнле ыйту çивĕчлĕхĕ те калаçтарать. Коронавирус инфекцийĕ вара калаçу чĕлхине «пĕрремĕш номерпе» çырăнчĕ пулмалла. Çавна май Леонард Левый профилактика мероприятийĕсен тухăçлăхне ÿстермеллине, уйрăмах маска режимне çирĕп пăхăнмаллине, ĕç вырăнĕсене дезинфекци тумаллине хытарсах каларĕ. Чăн та, хăш-пĕр çынсем хăрушсăрлăх йĕркисем çине алă сулнине тăтăшах асăрхама пулать. Çăмăлттайлăх хакла ларнине ăнланмаллах, чир должноçа е ÿсĕме пăхмасть – пурне те пĕрешкел çапса хуçать. Инфекципе аптăранă хыççăн чĕре, ÿпкепе пĕвер аманса юласси те шухăшлаттарма кирлех.

Вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса йĕркелекен кăçалхи объектсене вăхăтра ĕçе кĕртесси пирки пĕрмаях сăмах тухатчĕ-ха. Халĕ, акă, 2021 çулхи плансене çирĕплетме вăхăт. Леонард Васильевич ял тăрăхĕсен представителĕсене 2-4 проектпа кăна çырлахма кирлĕ маррине палăртрĕ. Патшалăх суммăн 60 процентне хăй çине илет пулсан, ыттине халăхăн ăнланулăхне мала хурса йĕркелемелле.

Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ирина Аникина та пĕлтерĕшлĕ ыйтăва – çынсене пурнăçри йывăр лару-тăруран тухма пулăшас тĕллевпе федераци шайĕнче çирĕплетнĕ социаллă контракт пирки хускатрĕ. Унпа килĕшÿллĕн сахал тупăшлă граждансене ĕç шырама, çĕнĕ професси алла илме, предпринимательство ĕçне пуçăнма, куллен кирлĕ тавар туянма /ку ушкăнра – ĕçлемен инвалидсем, тăватă е ытларах ачаллă çемьесем, пĕччен икĕ е ытларах ача çитĕнтерекенсем/ укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелеме те пулăшать социаллă контракт. Асăннă тĕллевсемшĕн пĕтĕмпе 8 миллион та 287 пин те 550 тенкĕ уйăрнă пулсан, 8 млн та 403 пин те 990 тенкĕ ĕçе кĕртнĕ. Паянхи кун тĕлне районти 103 çын усă курнă патшалăхăн çак пулăшăвĕпе.

РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи клиент службин пуçлăхĕ Зинаида Яковлева хăй ертсе пыракан тытăмри ĕç-хĕл çинчен чарăнса тăчĕ. Халĕ, коронавирус инфекцине пула, специалистсем чылай операцие дистанци мелĕпе пурнăçлаççĕ. Заявлени çырас е справка илес тесен те онлайн мелĕпе усă курас пулать. Пенси ыйтăвĕпе те çав йĕркепех çыхăнмалла…

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code