Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малтисене палăртнă

Малтисене палăртнă

Елчĕк район администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, фермăсен коллективĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăçалхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:

1. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура «Сатурн» ЯХПК çĕнтернĕ. Кунта сĕт туса илесси пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 5 процент ÿснĕ, 100 гектар çĕр пуçне 62 центнер аш-какай, 843 центнер сĕт туса илнĕ. 1 ĕнерен 5685 килограмм сĕт суса илнĕ, мăйракаллă шултра выльăхсем пĕр талăкра 746 грамм ÿт хушнă. Хуçалăха куçса çÿрекен ялав тата диплом парса хавхалантарнă.

2. Фермăсен коллективĕсем хушшинчи ăмăртура çак ĕçченсем çĕнтернĕ, вĕсене район администрацийĕн Хисеп хучĕпе чысланă:

– «Эмметево» ОООри Алена Анатольевна СОЛОВЬЕВА ĕне сăвакан оператора. Вăл кашни ĕнерен 7300 килограмм сĕт сунă.

– «Комбайн» ЯХПКри Валентина Алексеевна СМИРНОВА пăру пăхакан оператора. Вăл пăхакан пăрусем пĕр талăкра 1120 грамм ÿт хушнă.

– «Сатурн» ЯХПКри Венера Вячеславовна РОЗАНОВА мăйракаллă шултра выльăх самăртакан оператора. Ăна çирĕплетсе панă мăйракаллă шултра выльăхсем пĕр талăкра 1200-шер грамм ÿт хушнă.

– «Рассвет» ЯХПКри Алевтина Ивановна МЯСНИКОВА сысна самăртакан оператора. Вăл пăхакан самăртма хупнă ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 790 грамм ÿт хушнă.

– «Прогресс» ЯХПКри сысна çăвăрлаттаракан Антонина Николаевна КАРСАКОВА оператора. Вăл кашни тĕп амаран 23,5 çура илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code