Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифрăсем мĕн калаççĕ…

Цифрăсем мĕн калаççĕ…

2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче тивĕçлĕ канăва çитнĕ çулти 302,8 пин çын шутланнă, вĕсенчен 89,7 пин арçын тата 213,2 пин хĕрарăм. Ку вара Чăваш Енре пурăнакансен пĕрре виççĕмĕш пайĕ /24,9 процент/. 19,1 пинĕшĕ 85 çултан иртнĕ аслă асламăшĕсемпе аслашшĕсем.

Çемье пирки халĕ тĕнчипех тĕрлĕрен шутлаççĕ. Анчах Раççей асламăшĕсемпе аслашшĕсем ĕлĕкрен пыракан хутшăнусене нимĕнпе те улăштармаççĕ, вĕсен пахалăхне палăртаççĕ, çак ырă йăлана тытса пыраççĕ. Çавăнпах пулĕ, шурă çÿçлĕ ватăсем хăй вăхăтĕнче официаллă майпа мăшăрланнă. Ытти çулхисемпе танлаштарсан çавнашкаллисем самаях йышлă. Раççейре 60 çултан иртнĕ 74 процент арçынсем авланнă, хĕрарăмсем – 47 процент. Чăваш Енре ку кăтарту çапларах: арçынсем – 75 процент, хĕрарăмсем – 33 процент. Асăрхаттаратпăр, аслăраххисем йышĕнче авланнă арçынсем качча кайнă хĕрарăмсенчен ытларах. Кунта нимĕн тĕлĕнмелли те çук, тĕнчипех хĕрарăмсем арçынсенчен ытларах пурăнаççĕ. Раççейре тата вăрçă, тĕрлĕ пăтăрмахсене пула нумай çын вилнĕ.

Мăшăрланнă асаннесемпе асаттесем тата аслисен йышĕнче мĕнлерех улшăну пулнине эпир çитес халăх çыравĕ хыççăн пĕлĕпĕр.

Чăвашстат.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code