Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем сотрудника органов внутренних дел

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем сотрудника органов внутренних дел

Шалти ĕҫсен органĕсен  хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе саламлатăп!

 

Право йĕркине сыхлассине, саккуна пăхăнассине, граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене хисеплессине – обществăн çак тĕп пахалăхĕсене чăн-чăн профессионалсем, вăйлă та хăюллă çынсем, тÿрĕ кăмăллă та тивĕçе парăннă полици ĕçченĕсем шанчăклăн тивĕçтереççĕ.

Чăваш Енре пурăнакансен хăрушсăрлăхĕпе тăнăçлăхĕшĕн пурнăçлакан сирĕн паттăр ĕçĕр, талăкĕпех пулăшма хатĕр пулни хисепе тивĕçлĕ.

Хăвăрăн аслă çулсенчи ĕçтешĕрсен паха опычĕпе йăли-йĕркине тĕпе хурса, хальхи технологисемпе усă курса эсир паянхи пурнăç ыйтакан чи кирлĕ тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлатăр – Чăваш Ене хăрушсăр, пурăнма лăпкă тата хăтлă региона çавăрма пулăшатăр.

Сире тÿрĕ кăмăллă тата яваплă пулнăшăн, тăван республика ырлăхĕшĕн тăрăшнăшăн тав тăватăп.

Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсемпе ветеранĕсене Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, тăнăçлăх тата мĕнпур лайăххине сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                    Олег Николаев

 

Уважаемые сотрудники и ветераны органов внутренних дел!

Поздравляю вас с профессиональным праздником!

 Правопорядок, соблюдение закона, уважение прав и свобод граждан – эти основополагающие ценности общества находятся под надежной охраной профессионалов, сильных и мужественных людей, честных и преданных долгу сотрудников полиции.

 Ваша доблестная служба во имя безопасности и спокойствия жителей Чувашии, круглосуточная готовность прийти на помощь достойна уважения.

 Следуя традициям и лучшему опыту предшественников, применяя современные технологии и подходы, вы успешно справляетесь с вызовами времени, решаете важнейшую задачу – делаете Чувашию безопасным, спокойным и комфортным для жизни регионом.

 Благодарю вас за добросовестность, принципиальность и ответственность в работе, за вклад в благополучие нашей родной республики.

 Желаю всем сотрудникам и ветеранам органов внутренних дел новых успехов в служении Родине, доброго здоровья, мира и всего самого наилучшего!

 

Глава Чувашской Республики                                   Олег Николаев

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code