Пятница, 27 мая, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пушарсен шучĕ пысăк

Пушарсен шучĕ пысăк

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлăва Леонард Васильевич ырă хыпартан пуçларĕ. Иртнĕ эрнере Мускавра Раççей шайĕнчи «Ылтăн кĕркунне – 2020» агропромышленность куравĕнче «Яллă территорисене комплекслă аталантарас енĕпе пысăк çитĕнÿ тунăшăн» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Енрен çак конкурса 10 ĕç тăратнă, çав шутран 5 район «Муниципалитет районĕсен шайĕнчи яллă территорисене комплекслă аталантарас ĕçе тивĕçлĕ йĕркеленĕшĕн», 5 ял тăрăхĕ «Ял тăрăхĕсен пурнăçне хăтлăх кĕртесси» номинацисене хутшăннă. Елчĕк район администрацийĕ «Муниципалитет районĕсен шайĕнчи яллă территорисене комплекслă аталантарас ĕçе тивĕçлĕ йĕркеленĕшĕн» номинацире çĕнтерсе ылтăн медале çĕнсе илнĕ. Çитĕнÿпе саламланă май Л.Левый тивĕçлисене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ тата конкурс материалĕсене хатĕрлес енĕпе пуçарулăхпа палăрнă ĕçченсен ячĕпе ырă сăмах каларĕ. Леонард Васильевич ял халăхĕн пурнăçне хăтлăх кĕртес, территорисене тирпейлĕ те илемлĕ тăвас енĕпе ял тăрăхĕсенче те сахал мар ĕç пурнăçланса пынине палăртрĕ, çавна май çакăн евĕр конкурссене хастар хутшăнса грантсем çĕнсе илме сĕнчĕ.

Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин пушарпа кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Шел пулин те, кăçал район территорийĕнче пушарсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Иртнĕ çул çулталăкĕпе 24 пушар пулнă пулсан, кăçал хальхи вăхăт тĕлне 27 пушар тухнă. Вĕсенчен 14-шĕ – вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе, 7-шĕ /!/ хуçалăхсенче тырă тĕпĕсене тивертсе янинчен тухнă. Инкексен вăхăтĕнче 1 çын вилнĕ /иртнĕ çул та 1 çын/. Иртнĕ канмалли кунсенче «хĕрлĕ автан» «Победа» ООО столовăйĕнче алхаснă, дымоход юсавсăр пулнипе столовăй тăрри çуннă. Инспектор кашнинех вут-çулăмпа асăрхануллă пулма, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнма ыйтрĕ. Леонард Васильевич инкексен сăлтавĕсене тĕпе хурса ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене уйрăмах тимлĕ пулма сĕнчĕ. Пушар чылай чухне пушă ларакан çуртсенче тухать, çавăнпа та вĕсене тĕрĕслесех тăрас енĕпе ял тăрăхĕсенче рейдсем йĕркелемелли пирки те асăрхаттарчĕ.

Паянхи кун тĕлне Елчĕк районĕнчи уйрăм çынсен пурлăх, çĕр тата транспорт налукĕсемшĕн пухăннă парăмĕ пысăк. Вĕсен пысăк пайĕ ял тăрăхĕсен бюджетне кĕмелли укçа-тенкĕ. Шăпах çакăн пирки тухса калаçрĕ район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина.

Коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене пухса тирпейлекен регион операторĕн районти представителĕ Татьяна Адюкова коммуналлă хуçалăхри хытă каяшсене тирпейленĕшĕн тÿлессипе çыхăннă ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Хальхи вăхăт тĕлне пулăшупа усă курнăшăн укçа-тенкĕ пуçтараслăх 90 процентпа танлашнă /республика шайĕнче – 86 процент/. Тÿлевпе татăласси Кĕçĕн Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Тăрăм, Лаш Таяпа, Елчĕк ял тăрăхĕсенче районти вăтам кăтартуран сахалрах. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне уйрăм çынсенчен парăма шыраса илес тĕллевпе суд приказĕсем пама суд органĕсене пурĕ 869 заявлени /парăм виçи – 2396468,80 тенкĕ/, 2020 çулта 685 /1965448,27 тенкĕ/ тăратнă.

Ларура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code