Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей Çар Мухтавĕн ноябрь уйăхĕнчи паллă кунĕсем

Раççей Çар Мухтавĕн ноябрь уйăхĕнчи паллă кунĕсем

11. Çак кун 1918 çулта Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ. Вырăс салтакĕ унăн нушине хăйĕн çинче тĕрĕсленĕ. Гумбиннен патĕнчи çапăçу, Осовец крепоçне хÿтĕлени, Эрзерум операцийĕ, Брусиловăн çĕмĕрĕвĕ – пирĕн çарăн мухтавлă кун-çулĕ.

16. 1805 çулта вырăс çарĕсем П.И.Багратион ертсе пынипе Шенграбен патĕнчи французсен çарне тытса чарнă.

19. 1942 çулта 7.30 сехетре Сталинградра «Катюшăсен» залпĕсемпе артподготовка пуçланнă. 3500 тупă 80 минут хушши гитлеровецсен позицийĕсене «çунтарнă». 8.50 сехетре совет çарĕсем «Уран» операци пуçланă.

26. Çак кун 1904 çулта Порт-Артур крепоçĕн вырăс çарĕсен гарнизонĕ, вĕсене хупăрласа илни 10 уйăх иртсен те, яппунсен тăваттăмĕш штурмне сирсе янă. Унта тăшмансене çапса салатнă – яппунсен 110 пин салтакне вĕлернĕ. Вĕсен командующийĕ каярахпа харакири тунă.

29. 1941 çулта контрнаступлени вăхăтĕнче Кăнтăр фрончĕн салтакĕсем Дон çинчи Ростова ирĕке кăларнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code