Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çырава хатĕрленсе

Çырава хатĕрленсе

Район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче 2020 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна халăх çыравĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен районти уполномоченнăй Людмила Горшкова ертсе пычĕ, вăлах хатĕрленÿ ĕçĕсем пирки каласа кăтартрĕ.

Пандемие пула 2020 çулхи октябрĕн 1-31-мĕшĕсенче ирттермелли Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне 2021 çулхи апрель уйăхне куçарнă. Çырава темиçе тапхăрпа тата мелпе ирттерме палăртаççĕ. Апрелĕн 1-25-мĕшĕсенче гражданин Интернет-çырава хутшăнма пултарать: патшалăх пулăшăвĕн тата функцийĕсен пĕрлехи порталне кĕрсе электронлă çырав хутне хăй тĕллĕн тултарать. Апрелĕн 4-30-мĕшĕсенче çыравçăсем ятарлă программăпа тивĕçтернĕ планшетсемпе усă курса хуçалăхсенче пулĕç. Апрелĕн 4-30-мĕшĕсенче маларах палăртнă çырав мелĕсене хутшăнманнисем валли стационар участокĕсем ĕçлĕç.

Ларура çырава тивĕçлĕ ирттерес енĕпе ĕçлекен комисси ĕçĕн планне çирĕплетрĕç, ытти ыйтусене те хускатрĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code