Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăçалхи чемпионсем

Кăçалхи чемпионсем

Çĕнĕ Шупашкар хулинче Чăваш Республикин пауэрлифтинг первенстви тата чемпионачĕ иртнĕ.

Республикăри районсемпе хуласенчен килнĕ чи вăйлă пауэрлифтерсем сакăр тĕрлĕ виçери медальсене çĕнсе илессишĕн тупăшнă.

Пирĕн район чысне Николай Траншкинпа Алексей Мешков /тренерĕ Николай Молоствов/ хÿтĕленĕ. Иккĕшĕ те 66 кг çитичченхи виçере тупăшнă. Николай Траншкин классикăлла троеборьере 372,5 кг пуçтарса Чăваш Енĕн уçă первенствин çĕнтерÿçи тата юниорсем хушшинчи виççĕмĕш призер пулса тăнă.

Алексей Мешков та ăнăçлă ăмăртнă. Вăл та чемпион ятне тивĕçнĕ, пауэрлифтингра аслисен пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне ирттерсе тултарнă. Унăн кăтартăвĕ – 405 кг.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code