Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсен пухăвĕ

Депутатсен пухăвĕ

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетсĕр ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ.

Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 3 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа вĕсем Елчĕк район Уставне улшăнусем кĕртрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ – йĕркелÿ ĕçĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова паллаштарчĕ.

Малалла депутатсем райадминистрацин административлă ĕçсене пăхса тухакан комиссин йышĕ çинчен калакан решение йышăнчĕç, Елчĕк районĕн муниципалитет пурлăхне Елчĕк ял тăрăхĕн харпăрлăхне парас ыйтăва пăхса тухрĕç.

Халăх суйлавçисем ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code