Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей спартакиадинче

Раççей спартакиадинче

Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Эдуард Романов ертсе пыракан команда призыв çулне çитеймен Раççей çамрăкĕсем хушшинчи спартакиадăн финал тапхăрне хутшăнать. Вăл çак кунсенче Ессентуки хулинче иртет.

Ăмăртăва Раççей Федерацийĕн 23 субъектĕнчи – Инçет Хĕвел тухăçĕнчен пуçласа Калининград таран – Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисем пуçтарăннă. Пурте ăмăртăвăн вырăнти тапхăрĕнче çĕнтернисем. Регионсенчи пĕрлештернĕ командăсем çарпа патриот, спорт клубĕсемпе центрсенче, çавăн пекех кадет класĕсенче вĕренекенсенчен тăраççĕ.

Çамрăксем эрне хушшинче тĕрлĕ тупăшусем витĕр тухĕç. Вĕсен шутĕнче – автомата салатса пуçтарасси, электронлă хĕç-пăшалтан пересси, граната ывăтасси, ÿт-пÿ çирĕплĕхне кăтартасси. Çавăн пекех вĕсем çăмăл атлетикăпа мĕнлерех туслине те тĕрĕслеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code