Вторник, Декабрь 1, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Пысăк спортра палăрнă ентеш

Пысăк спортра палăрнă ентеш

Елчĕк районĕнче çуралса ÿснĕ чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ, Европа чемпионĕ, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ардалион Игнатьев тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿсем тунă. Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕн çутă тĕслĕхĕ пин-пин яшпа хĕре спортпа туслă пулма хавхалантарнă тата хавхалантарать.

1930 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнче кун çути курнă Ĕнел каччи шкул хыççăн Канашри учительсем хатĕрлекен институтра вĕренет. Çăмăл атлетикăна метеор пек вĕçсе кĕрет вăл, çирĕм çултах 400 метра чупассипе республика чемпионĕ тата рекордсменĕ пулса тăрать.

Раççейри пысăк спорта 1951 çулта вирхĕнсе кĕнĕ çамрăк тепĕр çулхинех СССР чемпионатĕнче 400 метрлă дистанцире çĕнтерсе XV Олимп вăййисене хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Хельсинкире Ардалион малтанхи чупура стадионти пĕр çаврăма 48,1 çеккунтра вĕçленĕ те чĕрĕк финала тухнă. Кунта вăл Совет Союзĕн рекордĕнчен лайăхрах вăхăт кăтартнă – 48,0. Çурма финалта та рекордпа савăнтарнă Тăрăмри тулли мар вăтам шкул учителĕ А.Игнатьев. Спринтерсен чи йывăр дистанцине Ардалион 47,4 çеккунтра /каллех СССР рекорчĕ/ вĕçленĕ, анчах та пиллĕкмĕш вырăн кăна йышăннă.

Пирĕн мухтавлă ентеш, 1952 çулхи кĕркуннерен пуçласа шăп вун пилĕк çул Ленинградра пурăннă пулин те, Совет Союзĕнчи, Европăри тата тĕнчери кашни пысăк ăмăртура тăван республика тата çĕршыври «Урожай» физкультурăпа спорт обществин чысне хÿтĕленĕ. 1960 çулччен Ардалион Васильевич 200, 400 метрлă дистанцисенче тата эстафетăра ăмăртса СССР чемпионĕн ылтăн медальне вун пилĕк хутчен çĕнсе илнĕ, çĕршыв рекорчĕсене 39 хутчен çĕнетнĕ.

1954 çулхи çурла уйăхĕн 25-29-мĕшĕсенче Швейцари тĕп хулинче Бернта çăмăл атлетика енĕпе Европăн V чемпионачĕ иртнĕ. Çивĕч кĕрешÿре Аслă Британи, Германи, Чехословаки, Венгри, Польша, Франци, Итали тата ытти çĕршыв командине хыçа хăварса СССР атлечĕсем пуринчен нумайрах очко пухса пуçласа пĕрремĕш вырăн йышăннă. Европăри, çавăн пекех тĕнчери массăллă информаци хатĕрĕсем çав кунсенче чăваш каччин, Ленинградри П.Ф.Лесгафт ячĕллĕ физкультура институчĕн студенчĕн Ардалион Игнатьевăн çитĕнĕвĕсене уйрăммăн палăртнă, 23 çулти пирĕн ентеш континент чемпионачĕн пĕрремĕш кунĕнче 200 метра 21,1 çеккунтра чупса тухнă. Хаас Фюттерер нимĕçе пурĕ те пĕр утăм выляса ярса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тепĕр икĕ кунран Совет Союзĕнчи чи вăйлă спринтер 400 метрлă дистанцире 18 çĕршыври вăтăр атлетпа пĕрле вăй виçсе, пĕр çаврăма 46,6 çеккунтра вĕçлесе Европа чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăн йышăннă Финляндин чи вăйлă спринтерĕ В.Хеллстен дистанцие 47,0 çеккунтра вĕçленĕ. Виççĕмĕш призер, тăватă çул маларах Европа чемпионĕ пулнă К.Ф.Хаас нимĕç пирĕн ентеше пĕр çеккунт выляса янă.

XVI Олимп вăййисем Австралин тĕп хулинче 1956 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 8-мĕшĕччен тăсăлнă. Совет Союзĕн чысне 400 метрлă дистанцире каллех пирĕн ентеш, çĕршыв тата Европа рекордсменĕ Ардалион Игнатьев хÿтĕленĕ. Чи малтан старта Ленинградри студент шăпах хăй çуралнă кун – ноябрĕн 24-мĕшĕнче тухнă та пĕрремĕш вырăн йышăнса чĕрĕк финалта ăмăртма путевка çĕнсе илнĕ. Чĕрĕк финалта та, çурма финалта та 46,8 çеккунт вăхăтпа пĕрремĕш вырăн йышăннă 26 çулти чăваш атлечĕ. Финалта вара, шел те, чее американецсемпе нимĕçсен тактика ултавне вăхăтра пĕлеймесĕр АПШ рекордсменĕ Чарльз Дженкинс тата К.Ф.Хаас /ФРГ/ хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăннă.

1967 çулта легендарлă чăваш атлечĕ Нева хĕрринчи шĕкĕр хуларан яланлăхах Шупашкара куçса килчĕ. Хăй вăхăтĕнче Ардалион Васильевич тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче тата çăмăл атлетика енĕпе тăван республикăн аслă тренерĕнче ĕçлерĕ. 1970-1996 çулсенче вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институтĕнче преподавательте, Шупашкар хулинчи ачасемпе çамрăксен пултарулăх шкулĕнче тренер тата директор пулса тăрăшрĕ.

Ентешĕмĕр Совет Союзĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ /Чăваш Енре – пĕрремĕш/, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /1991 ç/ ятсене тивĕçнĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ. Вăлах «Пурнăçланнă ĕмĕт» кĕнеке /1978 ç/ авторĕ.

А.Игнатьев 1998 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлчĕ.

«Елчĕк ен» ентешлĕхĕн хастарĕсем Ардалион Игнатьев çуралнă кун – ноябрĕн 24-мĕшĕнче 11 сехетре Шупашкарти «Паллă çынсен аллейине» пухăнса олимпиецăн палăкĕ умне чечек кăшăлĕ хума палăртаççĕ.

Петĕр ЛАШТАЙ.

(Ардалион Васильевич Игнатьев (24 ноября 1930Новое ТойдеряковоЯльчикский районЧувашская АССР, РСФСР — 24 октября 1998[2], Чебоксары) — советский легкоатлет. Первый олимпиец Чувашской Республики. Бронзовый призер Олимпийских игр (1956), Заслуженный мастер спорта СССР (1953).

Трудовая деятельность

Ардалион Игнатьев воспитанник секции легкой атлетики Канашского учительского института. После окончания института работал преподавателем математики, физики и физической культуры. Учился в Ленинградском институте физкультуры имени П. Ф. Лесгафта. Работал тренером в Ленинграде. В 19701996 годах преподавал в Чувашском государственном педагогическом институте им. И. Я. Яковлева. Работал тренером-преподавателем в Чувашском сельскохозяйственном институте. Был учителем физической культуры школы № 38, тренером и директором детско-юношеской спортивной школы города Чебоксары. В начале 90-х гг. руководил Федерацией легкой атлетики Чувашской Республики.

Спортивная карьера

Летом 1951 года в Чебоксарах, на стадионе «Энергия», на чемпионате республики Игнатьев на дистанции 100 метров выигрывает финальный забег. В тот же день дистанцию 400 м он пробегает за. Его включают в сборную Чувашии. В 1952 году становится чемпионом СССР в беге на 400 м с новым рекордом СССР. В беге на 200 м завоевывает серебряную медаль. Так он стремительно врывается в национальную сборную Советского Союза. В 1952 году XV Олимпийские игры в Хельсинки. Дебют чувашского спортсмена на Олимпиаде. А.Игнатьев выступает на дистанциях 400 м, 4×400 м. Устанавливает три рекорда СССР. В 1953 году в столице Румынии в г. Бухарест на Всемирном фестивале молодежи и студентов выигрывает три золотые медали в беге на 200 м, 400 м, в эстафете 4×400 м с новыми рекордами СССР.

В 1954 году в Берне (Швейцария) на Чемпионате Европы по легкой атлетике А. Игнатьев завоевывает золотую медаль на дистанции 400 м и выигрывает серебряную медаль в беге на 200 м. В 1956 году участвует на XVI Олимпийских играх в Мельбурне (Австралия) и становится первым представителем чувашского народа, завоевавшим призовое место на Олимпийских играх.

Соревнования

Ардалион Игнатьев принимал участие:

  • XV Олимпийские игры в Хельсинки, проходившие в 1952 году;
  • XVI Олимпийские игры в Мельбурне, проходившие в 1956 году.

Победы

Награды

Умер 24 октября 1998 года в Чебоксарах. Похоронен на мемориальном кладбище города Чебоксары.

Память

В честь Ардалиона Игнатьева названы Центр спортивной подготовки сборных команд Чувашской Республики (бывшая школа высшего спортивного мастерства)[3], улицы в Чебоксарах и в селе Яльчики[4].

С 2015 года в конце сентября в Москве, на территории парка культуры и отдыха «Сокольники» чувашское землячество Москвы организует ежегодный легкоатлетический кросс имени первого олимпийца Чувашии, бронзового призера XVI летних Олимпийских игр 1956 года в Мельбурне (в беге на 400 метров) Ардалиона Игнатьева[5].)

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code