Вторник, Декабрь 1, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ

Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ

Районти йывăр атлетсем республикăри ăмăртусенче палăрнă.

«Кубок Надежды» тупăшура Кивĕ Эйпеç шкулĕнчи Анастасия Абрамова, Элина Маркова, Игорь Абрамов /тренерĕ Виталий Марков/, Патреккелĕнчи Елена Плотникова, Антон Кудряшов, Александр Плотников /тренерĕ Борис Клементьев/, Елчĕкри Антон Айметов /тренерĕ Александр Портнов/ хăйсен виçисенче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Елчĕкри Давид Портнов, Александр Киселев, Кивĕ Эйпеçри Дмитрий Шитухин, Вадим Мазюкин иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем. Елчĕксен пĕрлештернĕ команди пĕрремĕш вырăна тухнă.

1997-2005 çулсенчи йывăр атлетсен республикăри ăмăртăвĕнче хăйсен виçисенче Кивĕ Эйпеçри Александр Абрамов ылтăн, Елчĕкри Даниил Иванов кĕмĕл медальсене çĕнсе илнĕ. Район команди Шупашкарсемпе Çĕнĕ Шупашкарсем хыççăн – виççĕмĕш.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code