Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк тухăçлă вăрлăх

Пысăк тухăçлă вăрлăх

«АСК-Яльчики» ООО çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе паха опыт пухнă. Предприятире кăçал 240 гектар çинчен 6954 тонна «иккĕмĕш çăкăр» пухса кĕртнĕ, 1 гектар пуçне шутласан вăтам тухăç – 289 центнер.

Виçĕ çул каялла çĕр улмие микроклонизацилесе ĕрчетмелли лаборатори уçнă хыççăн халĕ кунта Раççейре тата Чăваш Енре «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерекен хуçалăхсене пысăк тухăç шантаракан тата чир-чĕрсĕр вăрлăхпа тивĕçтерессипе тимлеççĕ. Ку ĕçе пуçлама федерацин çĕр улмине тĕпчекен А.Г.Лорх ячĕллĕ центрĕнчен ешĕл микрокалчасем кÿрсе килеççĕ. Калчасене мĕнле клонизацилеççĕ; Лабораторире ĕçлекенсем микрокалчан çулçăллă турачĕсене малтан иртсе тасатаççĕ, вĕсене пĕрерĕн илсе пробиркăсене яраççĕ. Пробиркăсен тĕпне вĕсене апатлантарма микро-тата макроэлементсен, ÿссе вăй илме кирлĕ витаминсен, сахарозăн, индолил-уксус кислотин, фитогормон хутăшне хураççĕ. Малтанласа турат тымарланать, 30-35 талăкра вăл 12-15 сантиметр таран ÿсмелле, 5-6 симĕс çулçă кăлармалла.

Вĕсене фитотронсенче 20-30 градус ăшăра упраççĕ, сывлăшри нÿрĕк хисепĕ 50-70 градус, çутă çителĕклĕ пулмалла. Микрокалчасем – чир-чĕрсĕр тата пысăк тухăçлă çĕр улмин пĕрремĕш ăрăвĕ. 2019 çулта 100 пин калча çитĕнтернĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Хăвăлçырма ялĕнчи теплицăсенчи кăкшăмсене – 56 пин, Комсомольски районĕнчи Йăлмахва ялĕнчи теплицăсене 24 пин калча лартнă.

Туннель-теплицăсенчи калчасем пĕр метра яхăн çитĕнеççĕ, тăпрара 10-12 çĕр улми /чăх çăмарти пекки тата унран вĕтĕреххи/ тĕвĕленет. Пĕр çулталăкра теплицăсенче мини çĕр улмин вăрлăхне 270 пин штук, хирти уçă оригинал лаптăксенче 75 пин тонна таран вăрлăх, виççĕмĕш ăрăвăн супер-суперэлитине – 550, тăваттăмĕш ăрăвăн суперэлитине – 2750, улттăмĕш çулхине 1-мĕш репродукцири вăрлăха 13750 тонна туса илме палăртнă.

2021 çулхи пуш уйăхĕ тĕлне лабораторире 30 пин калчаран кая мар çитĕнтересшĕн. Çĕршывра анлă сарăлнă Ред Скарлетт, Ривьера, Метеор, Гулливер вăрлăхĕсене тата ытти сортсене те анлăн ĕçе кĕртеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code