Вторник, Сентябрь 28, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкексенчен сыхланар

Инкексенчен сыхланар

Район администрацийĕнче террора хирĕçле тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес, чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас, сирсе ярас енĕпе ĕçлекен комиссисен анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Унта Чăваш Республикин гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Николай Иванов тата Чăваш Республикин пушара хирĕçле службăн начальникĕ Герман Михайлов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Филимонова сăмах илчĕ. Вăл вĕренÿ учрежденийĕсенче терроризмпа экстремизмран, вĕсене çул пама пултаракан пулăмсенчен асăрханас тĕллевпе пурнăçланакан ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Террорла актсене хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕ çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе ятарласа хатĕрленĕ планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыраççĕ полици сотрудникĕсем. Алексей Алексеев пай пуçлăхĕ шăпах çак ĕç-хĕл пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн терроризм идеологине хирĕç ятарлă планпа килĕшÿллĕн пурнăçланакан ĕçĕ-хĕлĕпе те тĕплĕн паллашрĕç ларăва хутшăннисем, ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

Темăна Леонард Левый пĕтĕмлетсе çапла палăртрĕ:

– Терроризм тата экстремизм сĕмĕллĕ преступленисене пирĕн тăрăхра шута илмен, ку енĕпе Чăваш Ен лăпкă регионсенчен пĕри пулсан та тимлĕхе çухатма тата лăпланса ларма юрамасть, профилактика ĕçĕсене пурнăçласах пымалла.

Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин пушарпа кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçлесе пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Шел пулин те, кăçал район территорийĕнче пушарсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Иртнĕ çул çулталăкĕпе 24 пушар пулнă пулсан, кăçал хальхи вăхăт тĕлне 27 пушар тухнă, инкекре 1 çын пурнăçĕ татăлнă. Çулăм кÿнĕ тăкак 539,6 пин тенкĕпе танлашнă. «Хĕрлĕ автан» алхаснин тĕп сăлтавĕ – çынсем çулăмпа, кăмакасене хутнă чух, электроприборсемпе усă курнă чух асăрханусăр пулнинче.

Шел пулин те, Елчĕк /7 пушар/ тата Лаш Таяпа /6/ ял тăрăхĕсенче пушар шучĕ кăçал уйрăмах пысăк пулнă. Кĕçĕн Таяпа, Тăрăм, Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш ял тăрăхĕсенче те палăрмаллах ÿснĕ. Пушара хирĕç кĕрешес енĕпе мĕнлерех ĕçсем пурнăçлани пирки ял тăрăхĕсен представителĕсем тĕплĕн каласа кăтартрĕç.

Калаçăва Чăваш Республикин гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Николай Иванов та хутшăнчĕ.

– 2011-2020 çулсенче республика территорийĕнче пурĕ 269 пушар пулнине регистрациленĕ, вĕсенче 835 çын вилнĕ /çак шутра 35 ача/. Пурнăçран уйрăлнисен шучĕ ялсенче пысăкрах – 631 çын. Елчĕк районĕнче вара çак тапхăрта 14 çын пурнăçран уйрăлнă. Çаксем тарăн шухăшлаттармалли цифрăсем. Çавăнпа та халăха тимлĕ пулма, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма ыйтас килет, – пăшăрханăвне палăртмасăр иртмерĕ Николай Дмитриевич.

Чăваш Республикин пушара хирĕçле службăн начальникĕ Герман Михайлов кăçалхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Ряпино ялĕнче хăрушă пушар пулни, инкекре 4 çын пурнăçĕ татăлни пирки каласа кăтартрĕ. Пушар йывăç çуртра тухнă. Икĕ хĕрарăмпа 2 арçын виçĕ кун ют регионтан ĕçлесе килнине паллă тунă. «Хĕрлĕ автан» ирхине 4 сехет тĕлĕнче алхасма пуçланă, йывăç пÿрт тĕпĕпе çунса кайнă, пушар сÿнтерекенсен пысăк тăрăшулăхне пула анчах юнашарти çуртсене упраса хăварма май килнĕ.

Пушарсене сÿнтерес ĕçре шыв илмелли вырăнсем тивĕçлĕ шайра пулманни те пысăк чăрмав кăларса тăратать, çакăн евĕр тĕслĕхсем районта та пулнă. Юлашки вăхăтра пĕвесемпе кÿлĕсем типсе пыни те ура хурать. Çавăнпа та ял тăрăхĕсенче «Пуçаруллă бюджет» программăпа усă курнă чух кÿлĕ-пĕвесене тасатас ыйтăва çĕклеме те сĕнчĕç.

Ларăва пĕтĕмлетнĕ май ертÿçĕсем пушара хирĕç кĕрешес, пушар машинисене, пушар гидранчĕсене, шыв управĕсене тата башньăсене тивĕçлĕ тытса тăрас енĕпе те тимлĕ пулмаллине палăртрĕç. Ку енĕпе пушар хурал ĕçченĕсен анчах мар, ытти профилактика субъекчĕсен те çанă тавăрса ĕçлемелле. Ватăсемпе инвалидсен, пĕччен пурăнакансен, ăнăçсăр çемьесен, ĕçкĕпе иртĕнекенсен хуçалăхĕсене, пушă ларакан çуртсене тĕрĕслес енĕпе ятарлă рейдсем ирттернин витĕмĕ пысăк. Умра Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем. Пушарсем ытларах кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта, кану тата уяв кунĕсенче тухнине шута илсе çак вăхăтра уйрăмах тимлĕ пулмаллине каларĕç. Кунта кÿршĕ-аршăн те сисчевлĕ пулмалла. Сÿрĕклĕх, «курнине курмăш» туни инкекпе вĕçленме, теприне те шар кăтартма пултарать.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code