Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăшпиллĕ амăшĕпе тĕнче илемлĕ

Ăшпиллĕ амăшĕпе тĕнче илемлĕ

Йышпа ÿснĕ ывăл-хĕр çемье ăшшине, туслăхне мĕн пĕчĕкрен туйнăран хăй те авлансан е качча кайсан нумай ача-пăча ÿстерме тĕв тытать. Тăван тăварпа пиçнĕ текен каларăша ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене мĕн ачаран ăса хывтарать. Хăйĕн амăшĕ пек ăшпиллĕ пулма ĕмĕтленнĕ Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿел ялĕнче 10 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Галина Быкова. Кĕçĕн Шăхаль йĕкĕтне Владимир Федорова качча тухсан унăн çунатлă ĕмĕчĕ чăннипех те пурнăçланнă. Мăшăрĕ те тăванран пуян, унăн хаклăхне лайăх пĕлет, ултă пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем те.

– Ачисене çуратма пулать-ха, анчах вĕсене пăхса ÿстересси шухăшлаттарать, – тет чылайăшĕ.

Паллах. Ачи нумай пулсан шухăшĕ те нумай. Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрман каçсем… Çавăнпа та чунпа çирĕпписем, хăйсен вăй-халне, ăс-тăнне шанакансем кăна сак тулли тĕпренчĕк çуратса ура çине çирĕп тăратаççĕ. Федоровсем пурнăç йывăрлăхĕсенчен шикленмеççĕ.

– Ачасене çынна шанса çуратман, çапах нумай ачаллă çемьесене Раççей, Чăваш Республикин Правительстви чылай пулăшни куç умĕнче. Пире те патшалăх пулăшăвĕпе кермен пек çурт лартса пачĕç. Шăпах çав çул пысăк инкек курмалла пулчĕ пирĕн, пушар тухса çурт-йĕрсĕр тăрса юлтăмăр, – пĕлтерчĕ Галина Ивановна.

Федоровсем патĕнче иртнĕ уйăхра пулса курма тÿр килчĕ. Алăка шакканă май картишĕнчен кил хуçи хĕрарăмĕ тухрĕ. Ĕçчен çемье пушă мар: сысна пусса тирпейлеççĕ. Кун пек чухне Владимир Ардальонович кÿршĕ-арша чĕнме каçмасть, аш-пăшне иккĕшех тирпейлеме маçтăр. Вĕсене пулăшма аслă ывăлĕ Александр та килнĕ. Вăл çемьеллĕ. Шупашкарти строительство техникумне пĕтернĕскер, стройкăра вăй хурать.

– Анне пулсан тĕнче илемлĕ. Кашни çыншăн тĕнчере чи хакли. Вăл пире пурнăç паракан, çунат хушакан. Аннесем умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Эпĕ салтакра чухне епле пăшăрханатчĕ-ха, – тет Александр амăшĕ çине ăшшăн тинкерсе.

Ăшă сăмах ăшăтать тенĕрен, Галинăн пит-куçĕ тата çуталчĕ.

Федоровсем 3 ĕне, 3 пăру, сурăхсем, сыснасем тытаççĕ.

– Сĕтел çинче экологи тĕлĕшĕнчен паха продукци пултăр тесе тимлетпĕр. Вĕттисем шкултан килсен пельмен хатĕрлесе хурăпăр, – сăмах çине сăмах сыпăнтарчĕ хĕрарăм.

Галина Ивановна ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе явăçтарать. Вăл ĕç хăйне евĕрлĕ воспитани тесе шутлать. Хăйсен те ачаран кашнийĕн шкул хыççăнхи, килти тивĕçĕ пулнă. Халĕ ачисен çапла.

Чустапа хĕр пĕрчисем кăна мар, арçын ачасем те «чакаланаççĕ». Амăшĕ кил картинче, çулла пахчара та кĕçĕннисемпе пĕрле. Шăкăлтатса калаçса е кула-кула ĕçлеççĕ, амăшĕпе ачисем кирек мĕнле ĕç тусан та. Упăшки инçете ĕçлеме кайнă чухне килти мĕнпур ĕç хĕрарăм çине тиенет. 34 çул шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ вĕсем. Халĕччен ÿпкев сăмахĕ илтсе курман мăшăрĕ арăмĕнчен. Вăл ĕçрен ÿркенменнине, йывăрлăхран хăраманнине лайăх пĕлет арçын. Галина кунĕпе кил картинче, пÿртре кăштăртатнăран кун иртнине сиссе те юлаймасть. Харсăрскер çу вăхăтĕнче мотоблок çине ларать те курăк турттарать. Е тата, акă, утă упрамалли сарай ăсталарĕç те 6 ача амăшĕ те хуралтă тăрринче çивитти витрĕ. Стройкăра мăшăрĕн пĕрремĕш пулăшуçи вăл яланах.

Федоровсен ачисен ячĕсем пурте А сас паллинчен пуçланаççĕ. Ятарласа çапла хунă амăшĕ. Александра аса илтĕмĕр. Аслă хĕрĕ, Анжела, суту-илÿ отраслĕнче тăрăшать. Алевтина воспитатель профессине алла илет. Артем Çĕнĕ Пăвари шкулта 8-мĕш, Артур 5-мĕш, Аделина 1-мĕш классенче пĕлÿ пухаççĕ.

– Пирĕн анне чи лайăххи. Эпир ăна хытă юрататпăр. Вăл ялан пирĕнпе юнашар. Уроксем тунă хыççăн пире ал ĕçне вĕрентет, – пĕлтерет Аделина.

Галина алă ăсти. Тĕрлеме те маçтăр, нуски-чешки çыхма ухата. Ушкăнпа пĕрле сцена çинче юрлама та пултарать. Çавăн пекех ял тăрăхĕн чысне хÿтĕлесе çăмăл атлетика кросне те хаваспах хутшăннă.

Урамра е ытти çĕрте тĕл пулсан Галинăна нумай ача амăшĕ тесе калаймăн та. Хĕр чухнехи пекех яштака пÿ-силлĕ те маттур тăрать ачисемшĕн çунса тăракан амăшĕ.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Федоровсем – Галина, Аделина, Артур, Анжела.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code