Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăвашла хаçатсем пулмаллах

Чăвашла хаçатсем пулмаллах

Ĕç тăвакан власть тата муниципалитетсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен тунтикунхи канашлура хаçат çырăнтарас ыйтăва сÿтсе явнă.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев шăпах тунтикун 100 çул тултарнине уявлакан Чăваш кĕнеке издательствин паха пичет материалĕсем пирки калаçнă май çынсем чăвашла вулас тĕлĕшпе ĕç-пуç савăнтарсах кайманнине палăртнă.

Информполитика министрĕ Михаил Анисимов палăртнă тăрăх, паян нумайăшĕ информацие интернетран илет. Анчах ку хыпарсем тĕлĕшпе меллĕ. Тишкерÿллĕ материалсем вара пичет кăларăмĕсемшĕн кăтартуллă. Çавăнпа та пичет пĕлтерĕшĕ пысăк. Министр «якорь» вырăнĕнчи кăларăмсене çирĕплетнĕ: райхаçатсем, «Хыпар», «Советская Чувашия» хаçатсем, ачасен тата литература кăларăмĕсем. Райадминистрацисен вĕсем библиотекăсенче пулмаллине тивĕçтермеллех. Çак кăларăмсем ытти бюджет учрежденийĕсенче те пулмалла.

Олег Николаев библиотекăсенче, культура учрежденийĕсенче хамăрăн хаçат-журнал пулмаллине çирĕплетнĕ. Мĕншĕн тесен ку – пĕлÿ çăлкуçĕ. Çав вăхăтрах тĕп редакторсене пичет кăларăмĕсенче вулаканшăн интереслĕ материалсем, ĕç-пуçа тĕплĕ çутатакан журналист тĕпчевĕсем, тĕрлĕ шухăшпа паллаштаракан статьясем пулмалли пирки асăрхаттарнă. Вырăнсенчи влаçсем çитес çур çул валли çырăнтарăва мĕнле йĕркеленине Олег Алексеевич декабрĕн 20-мĕшĕ тĕлне тишкерсе хаклама шантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code