Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксем хăнасене тарават

Елчĕксем хăнасене тарават

14 çул каялла Патреккелне хăнана кайрăмăр. Ку ялăн никĕслевçи Шупашкар район çынни Патерек Пăрсайĕ. Хаяр Иван патша 1552 çулта Хусан хулине илме пулăшнăшăн Патереке Пăла тăрăхĕнче çĕр парать. Пурте пĕлмеççĕ те пулĕ – Патерек ялĕ Кÿкеçпе юнашарах вырнаçнă. Апла пулсан Елчĕкпе Шупашкар район çыннисем туслă пурăнмалла, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿремелле…

Халĕ хам 14 çул каялла мĕн курнине-илтнине каласа паратăп. Пурнăçĕ те, тумĕ те, йăли-йĕрки те, калаçăвĕ те пирĕн районтинчен самай урăхларах унта. Тĕслĕхрен, Патреккелсем çĕр улмине «кантук», пÿрт тăррине витмелли хĕç-тимĕре «калай», пусмана «чикмек» теççĕ. Тата нумай сăмах пĕлтерĕшне пире малтанах ăнланма хĕн. Эпир ытларах «о» çине тайăнса калаçатпăр пулсан, вĕсем вара литература чĕлхипе тасарах пуплеççĕ.

Хăнасене тарават кĕтсе илме пĕлеççĕ. Нумай çул Елчĕк тăрăхне кайса çÿретĕп пулсан та, пĕр кÿренмелли сăмах та каланине, кÿршĕ-тăвансемпе харкашнине те нихăçан та илтмен. Эрех ĕçсе урам тăрăх кăшкăрса, хăйсен вăйне кăтартни пулман. Çапах та вăйлă çын хисепре кунта – Акатуйăн паттăр кĕрешÿçине така парнелеççĕ. Çавăнпа та пуль, Елчĕкре çуралнă каччăсем Чăваш тата Раççей чемпионачĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Уявсем ирттерме те пĕлеççĕ кунта. Пĕр çулхине Çĕнĕ çул каçĕнче клубра вырăнти ансамбль 2 сехетлĕх концерт йĕркелерĕ. Конкурссем пулчĕç. Лотерея выляттарăвĕнче чи телейлисем 1 машина кăмрăк, 1 лав утă, автан, пăру… илсе кайрĕç килĕсене. РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Геннадий Борисов темĕн кăсăкли те шутласа кăларма пултарать çав.

Патреккелсем уяв кунĕсенче пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ. Ташламалăх, савăнмалăх килĕсенче вырăн пур. Вăтам пурăнакан çемьен пÿрчĕ 100 тăваткал метр лаптăк йышăнать. Икĕ хутлă çуртсем нумай, мансардăллисем те пур. Шывĕ пÿртех кĕрет. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Пире те уявсем пĕтсен мăшăрăн пиччĕшĕ сысна чикме илсе кайрĕ. Харăссăнах 2 сыснана ураран ÿкерсе ятарласа тунă хатĕр çине çакса хутăмăр. Çакса хумалли япалине 3 пăрăхран /диаметрĕ 20 мм/ хатĕрленĕ. Вĕçне кивĕ сÿре шăлĕсене сваркăпа çыпăçтарнă. Питĕ меллĕ япала, кун пеккине эпĕ ниçта та курманччĕ.

Пирĕн патăрта сыснана нумайăшĕ чĕререн чикеççĕ пулсан, кунта пырне касса яраççĕ, вара вилекенскер кăшкăрса чуна ыраттармасть. Юнне те илмеççĕ, аш-какай нумай пулĕ терĕм. Сĕтел çинче шăрттанĕ те, рулечĕ те, кăвакалпа чăх ашĕ те чылай.

Владимир Петров хăйĕн нÿхрепне анса пăхма сĕнчĕ. Чăтаймарăм, килĕшрĕм. Гараж айĕнче ятарласа 3 метр тарăнăш чавнă, кирпĕчпе купаланă, 2 пÿлĕмлĕ, электричество çути кĕртнĕ нÿхреп. Термометр та пур. Пĕр пÿлĕмĕнче компот, варени, тăварланă купăста, хăяр.., тепринче, хăмаран тунă сентре çинче – пан улми упранать. «Сутма мар, хамăра çиме», – хуравларĕ тусăм. Çĕр улмипе кишĕр валли урăх нÿхрепсем пур иккен.

Ахальтен мар ĕнтĕ çурла уйăхĕнче Шорккари фольклор ушкăнĕпе концертпа килсен пĕр хисеплĕ хĕрарăм манăн мăшăртан «Кулянмастăн-и Шупашкар районне качча тухнишĕн;» -тесе ыйтрĕ.

Патреккелсем те пирĕн умра парăмра юласшăн мар: Шорккана 2 автобуспа концерт лартма килесшĕн. Анчах шикленетпĕр. Клубĕ те пирĕн пĕчĕкрех – урай каштисем чăтайĕç-ши? Вирусĕ те тата…

Николай ПЛАТОНОВ,
Шупашкар районĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code