Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăкăти эртелĕн ятне яман

Мăкăти эртелĕн ятне яман

1418 талăк кĕрленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пĕтĕм совет халăхĕпе пĕрле Аслă Пăла Тимеш ял çыннисем те нимĕç фашисчĕсене хирĕç тĕрлĕ фронтсенче паттăррăн çапăçнă. Шупашкарта кăларнă «Астăвăм» кĕнеке тăрăх ялтан 228 вăй питти арçын вăрçа хутшăннă, анчах вăрçă хыççăн урăх вырăна куçса кайнисене шута илсен вĕсен хисепĕ тата нумайрах. «Подвиг народа» сайт тăрăх паянхи куна тата 5 çынна тупса палăртма май килчĕ. Çак юнлă вăрçа хутшăннисенчен 115-шĕ ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă, нумайăшĕ хыпарсăр çухалнă.

Çак вăрçа хутшăннă Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Ивановсен эртелĕ çинчен мĕн шыраса тупма май пулнине çырса пĕлтересшĕн. Ивановсем ялта пысăк йăх шутланнă, вĕсене Мăкăти эртелĕ тенĕ. Ухсах Иванăн Илюк, Трахвин, Яхрук, Ухиме тата Тарье ачисем пулнă.

Илюкăн аслă мăнукĕ, Антон Петрович Иванов, 1916 çулта çуралнăскер, вăрçăра гварди капитанĕ таран ÿсме пултарнă. Антун çул çитсессĕн Ворошилов ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. 1936 çулта ĕç шыраса Мускава тухса кайнă, унта вăл 4-мĕш автоколоннăра грузчик пулса ĕçленĕ. 1937 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче ăна Елчĕк районĕнчи çар комиссариачĕ урлă Хĕрлĕ Çара илнĕ. Салтак тивĕçне Днестр юхан шывĕ çинче вырнаçнă Ямполь Подольск хулинчи ятарлă 40-мĕш пулемет батальонĕнче пурнăçланă. Иванов хĕрлĕ армееца пултарулăхне кура полк шкулне вĕренме яраççĕ, унтан отделени командирне лартаççĕ. Хăйĕн тивĕçĕсене лайăх пурнăçласа пынине шута илсе ăна 1940 çулхи июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнче запасри командирсен пĕлĕвне ÿстерекен курса яраççĕ. Çак курса пĕтернĕ хыççăн демобилизаци йĕркипе 1941 çулхи январь уйăхĕнче тăван киле таврăнать.

Антон Петрович тÿрех ĕçе кÿлĕнет, ăна колхозра завхоз ĕçне шанса параççĕ. Çав çулхинех, февральте, Патăръел хĕрĕпе Екатерина Яковлевна Чилыковăпа мăшăрланса çемье çавăраççĕ. Анчах шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемье пурнăçне хăрушă вăрçă татать.

Чулхулари 7-мĕш запасри полкра тăнă Аслă Пăла Тимеш арĕсем вăрçа ăсатас умĕн сăн ÿкерттернĕ. Малти ретре /сулахайран/: Антон Иванов, варринчи кам пулни паллă мар, Петр Люллин, хыçалти ретре: Александр Муляков, Василий Зайцев, Терентий Жестянкин

Запасри кĕçĕн командира вăрçă пуçлансан тепĕр куннех çар комиссариатне чĕнтерсе Чулхулана яраççĕ. Кунта вăл 7-мĕш запасри полкăн командирсем хатĕрлекен курсĕнче вĕренет. Çак полкри салтаксен хушшинче чăвашсем питĕ нумай пулнă, кунтах вăл Аслă Пăла Тимеш çыннисене шыраса тупать. Вăрçа ăсатас умĕн ентеш-хĕрлĕ армеецсем Терентий Николаевич Жестянкин, Василий Васильевич Зайцев, Петр Григорьевич Люллин, Александр Николаевич Муляков тата Иван Николевич Портнов Ивановпа пĕрле сăн ÿкерттереççĕ.

Пĕр уйăх вĕреннĕ хыççăн А.Иванова кĕçĕн лейтенант звани параççĕ, фронта каякан 604-мĕш маршевăй батальонăн взвод командирне лартаççĕ.

1941 çулхи август уйăхĕнчи пĕр тан мар çапăçура йывăр аманать. 2884-мĕш эвакогоспитальтен сывалса тухнă хыççăн 1942 çулхи мартра Иванов лейтенанта Кăнтăр-хĕвеланăç фронтри 197-мĕш дивизинчи 828-мĕш полкра пулемет взвочĕн командирне лартаççĕ.1943 çулхи январьте иккĕмĕш хут аманать, вара 2185-мĕш хирти госпитальте пĕр уйăх сипленет. Ентешĕн малалли служби Хĕрлĕ ялавлă, Суворов, Богдан Хмельницкий орденĕсемлĕ Краматорски 59-мĕш гварди дивизийĕнчи 176-мĕш гварди полкĕпе çыхăннă. Кунта вăл 3-мĕш пулемет роти командирĕн заместителĕ, 8-мĕш рота, 2-мĕш пулемет ротин командирĕ пулса çапăçать. Çак полк Кăнтăр-хĕвеланăç, 3-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче пулнă.

Армавир хулинче йĕркеленнĕ 179-мĕш дивизи 1942 çултан пуçласа Сталинград патĕнчи çапăçăва хутшăннă, Донецка ирĕке кăларнă. Çак çапăçусенчи паттăрлăхшăн дивизине 1943 çулхи январĕн 3-мĕшĕнче 59-мĕш гварди дивизи ятне панă. Краматорск хулине ирĕке кăларнăшăн 1943 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче çак хула ятне панă. Запорожье хулине ирĕке кăларнăшăн 1943 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Хĕрлĕ Ялав орденĕ парса чысланă, Одессăна ирĕке кăларнăшăн 1944 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче II степень Богдан Хмельницкий орденне панă.

«Подвиг народа» сайтра А.Иванова наградăсем пама тăратнă хутсем çинче çакна пĕлме пулать: «1943 çулхи августăн 9-мĕшĕнче Иванов юлташ ротăна ертсе пырса Золотаревка ялне пырса кĕрет, кĕтмен çĕртен тăшмана тапăнса кĕске вăхăтра яла тытса илет. Ивановка ялĕ еннелле тапăнса пынă май рота çине вĕсенчен икĕ хут нумайрах тăшман салтакĕсем контратакăлаççĕ. Атакăна сирсе янă хыççăн Иванов гварди лейтенанчĕ хăйĕн ротипе малалла тапăнса пынă. Ивановка патĕнчи çапăçура патвар офицер салтаксемпе пĕрле пĕр тан çапăçнă, ротăна ертсе пынă, çапăçура йывăр аманнă».

Çак паттăрлăхшăн А.Иванов гварди лейтенантне II степень Отечественнăй вăрçă орденне парса чысланă /1943 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнчи 34 гварди стрелковăй корпусĕнче кăларнă 17-мĕш номерлĕ приказран/. Золотаревка, Ивановка Украинăри Донецк облаçĕнчи Шахтерск районне кĕреççĕ. «1944 çулхи августăн 20-мĕшĕнче Толмаз ялĕ патĕнчи нимĕç фашисчĕсен çирĕплетнĕ оборонине татнă чухне Иванов юлташ тапăнса пыракан салтаксен ретĕнче пулнă. Икĕ станковăй пулеметсен расчечĕпе мала тухса тăшманăн 3 станковăй тата 4 алă пулемечĕсене пĕтернĕ. Августăн 21-мĕшĕнче тăшмансен контратаки вăхăтĕнче Иванов гварди аслă лейтенанчĕ тăшман çине пулеметсенчен хĕреслетсе вут-çулăм тăкма хушнă. Çапла майпа тăшмансен контратаки пăчланса ларнă, çапăçура 30 румын салтакне тĕпленĕ. Пулеметсене урăх вырăна куçарнă вăхăтра пÿртрен 5 румын салтакĕ сиксе тухнă, Иванов хăйĕн пистолечĕпе 4-шне персе вĕлернĕ. Малалли çапăçура та Иванов хăйĕн пулемечĕпе тăшмана тĕп тума хушнă, тепринпе хăй 2 расчетне тĕп тунă». Çапăçури паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Антон Петрович Венгринчи Дебреценски операци вăхăтĕнчи çапăçусенче 1944 çулхи октябрь уйăхĕнче 6-мĕш хутчен аманать. Хирти госпитальти операци хыççăн тылри госпитале ăсатаççĕ. Икĕ уйăх сипленсен тăван яла сывалма таврăнать, 1941 çулхи декабрьте çуралнă ывăл ачине курса ыталаса илме те Турă вăй-хăват парать. Кайран çак суран питĕ йывăр пулнă пирки Ставрополь крайĕнчи Железноводск хулинчи 2168-мĕш эвакогоспитальте вăрах вăхăт сипленет. 2-мĕш ушкăн инваличĕ госпитальтен сывалса таврăнсан колхозра платникре тăрăшать. Çемье йышĕ ÿсет – виçĕ хĕр çуралать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Ворошилов ячĕллĕ колхоз ытти ялсемпе пĕрлешсе пысăкланать, 1959 çулта пĕрлешнĕ хуçалăха «Победа» ят параççĕ. А.Иванов ăста платник пулнипе палăрать, хуçалăх пурнăçлакан тĕрлĕ стройкăсене хутшăнать. Лавкка, столовăй тумалла-и, лаша вити çумĕнче çурт лартмалла-и,ĕне е пăру вити çĕклемелле, ферма хĕрĕсене канма çурт кирлĕ-и, е ялта камăн та пулсан çурт хăпартмалла – пур çĕре те алли çитет ÿркенмен ăстан. Хĕллехи пушă вăхăтсенче кил валли е ял халăхĕ ыйтнипе чÿрече рамисем тăвать, сĕтел-пукан, чашăк-тирĕк шкапĕ ăсталать. Шел, тÿрленсе çитмен, пÿрленсех тăракан йывăр суранĕсене пула запасри гварди капитанĕн А. Ивановăн 1974 çулта пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать.

Тăван çĕршыва фашистсенчен хÿтĕлеме Антон Петровичăн икĕ шăллĕ те хутшăннă, паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă.

Константин Петрович Иванов, 1918 çулта çуралнăскер, Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, Анна Капитоновнăпа çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăрăн Александра хĕр çуралнă. Кустя тете 1938 çулхи август уйăхĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпÿрт шкулне ĕçлеме кайнă. 1938 çулхи сентябрь уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Рядовой 1943 çулхи пуш уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă.

Василий Петрович Иванов 1920 çулта çуралнă. Мускаври Ростокински районĕнчи çар комиссариачĕ урлă 1941 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче салтак тумне тăхăннă, 104-мĕш артиллери полкĕнче Мурманск хули патĕнче тупă авăрлакан пулса çапăçнă. 1942 çулхи июнь уйăхĕн 25-мĕшĕнче çапăçура осколокпа йывăр аманнă хыççăн вилнĕ. Мурманск облаçĕнчи Рыбацкий çурутрав çинче пытарнă.

1872 çулхи Трофим Ивановăн /ялта Трахвин тесе чĕннĕ/ пилĕк ачи тĕрлĕ вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă. Вăрçа хутшăннисенчен чи асли – 1899 çулхи Никита /Мĕкĕте/. Вăрçă умĕн Пелагея Осиповнăпа мăшăрланса 7 ача çитĕнтернĕ. Никита Трофимович Иванова 1941 çулхи сентябрь уйăхĕн16-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çара илнĕ. Рядовой пулнă вăл, стрелоксен 465-мĕш полкĕнче çапăçнă, аманнă. Вăрçăччен те, вăрçă хыççăн та тăван колхозра ĕçленĕ. 1985 çулта вилнĕ. Ывăлĕ, 1927 çулхи Анатолий, 1944 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Чĕмпĕр облаçĕнчи Инза хули çывăхĕнчи 54-мĕш вĕрентÿ полкĕнче пулнă. Сăмах май, çак полкра чăвашсем питĕ нумай пулнă, пирĕн ялтан та унпа тантăшсем тата 9 салтак вĕреннĕ: П.С.Алюнов, М.Д.Лаврентьев, М.А.Петров, П.П.Пешеньков, А.Я.Портнов, В.Г.Свеклов, А.В.Столяров, Н.П.Скрипкин, Н.Ф.Табаков. Вĕренсе пĕтерсен вĕсене тĕрлĕ полксене ăсатнă.

Трофим Иванов /Талюк/ 1903 çулта çуралнă, ял хĕрĕпе Васса Васильевна Ягудинăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Трофим Трофимович 1941 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнă. Йывăр пулсан та Васса мăшăрĕн 5 ачана пăхса ÿстермелле пулнă. Т.Иванов рядовой 25-мĕш артиллери полкĕнче, каярахпа 59-мĕш ятарлă кабельлĕ лини ротинче надсмотрщик пулнă. Урăхла каласан, çыхăну тытмалли телефон линийĕсене тĕрĕслесе, пăхса тăракан пулса çапăçнă. 1945 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче Рейхстаг çывăхĕнче хĕрÿ çапăçусем пынă. Çак кунхине 15 сехет темиçе хут татăлнă линине сыпса тивĕçлĕ çыхăну туса тăнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тивĕç пулнă вăл. Вăрçăран таврăнсан Талюк тете салтак тумне хывнă-хывманах юратнă ĕçе пикеннĕ. Çемье ÿссе те аталанса пынă – вăрçăччен çуралнă ачасем çумне тата 3 тĕпренчĕк хутшăннă. Çемье пуçĕ вăрах вăхăт колхозра счетовод, бухгалтер пулса тăрăшнă, «Тава тивĕçлĕ колхозник» ята илнĕ. 1984 çулта вилнĕ.

Тимофей Иванов /Тимахви/ 1906 çулта кун çути курнă, ял хĕрĕпе Ксения Григорьевна Алюновăпа мăшăрланнă, хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Тимофей Трофимович – аслă сержант, танксене пĕтерекен 203- мĕш ятарлă дивизионра çапăçнă. «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль тата Хĕрлĕ Çăлтăр орден илме тивĕç пулнă. 1947 çулта РСФСР Уголовлă Кодексĕн 58 статйипе айăпласа 6 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, 1966 çулта реабилитациленĕ.

Филипп Иванов /Хĕлип/ 1911 çулта çуралнă, ял хĕрĕпе Ксения Матвеевна Селивановăпа пĕрлешсе 3 ача ÿстернĕ. Филипп Трофимович – рядовой, 1942 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. 149-мĕш дивизинчи 744-мĕш полкăн стрелокĕ, 1942 çулхи ноябрьте хыпарсăр çухалнă.

Николай Трофимович Иванов рядовой /1918 çулта çуралнă/ 1940 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çарта пулнă /хуçалăх кĕнеки тăрăх/. Вăл ялта пурăнман пирки ун çинчен тĕплĕн пĕлме май килмерĕ. Иванăн виççĕмĕш ывăлĕ Яхрук /Ефрем/ 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕче Энтепе чиркĕвĕ валли Христос тупăкне туса панă. Пачăшка унăн ĕçĕпе кăмăллă пулать, эсĕ лайăх столяр иккен тесе мухтать. Çакна шута илсе тата эртел пысăк пулнине кура Яхрук хушаматне ылмаштарть, малалла унăн ачисем Столяров хушаматпа çÿреççĕ.

Макар Ефремович Столяров 1897 çулта çуралнă, Курнавăш хĕрĕпе мăшăрланса 5 ача ÿстернĕ. 1941 çулта салтак тумне тăхăннă. Кĕçĕн сержант 285-мĕш дивизинчи стрелоксен 1013-мĕш полкри отделени командирĕ пулнă, 1944 çулхи январĕн 17-мĕшĕнчи çапăçура вилнĕ. Ленинград облаçĕнчи Тосненский районĕнчи Кородыня ялĕнче пытарнă.

Николай Ефремович Столяров /Мăли/ 1906 çулта çуралнă, Энтепе хĕрĕпе Валентина Егоровна Сорокинăпа пĕрлешсе 3 ача ÿстернĕ. Кĕçĕн ывăлĕ ашшĕ вăрçа тухса кайсан 5 уйăхран çуралать. Николай Ефремович 1942 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Рядовой, 149,103-мĕш полксенче стрелок пулса çапăçнă. 1942-1945 çулсенче тĕрлĕ концлагерьте пулнă. 1947 çулта репрессине лекнĕ, 1953 çулччен Бурят – Монгол АССРĕнче ятарлă поселенинче пурăннă, кайран Аслă Пăла Тимешри ветеринари участокĕнче лаша пăхнă, колхозра ĕçленĕ.1978 çулта вилнĕ. 2004 çулта реабилитациленĕ.

Анатолий Владимирович Столяров 1927 çулта çуралнă. 1944 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çара илнĕ. Курсант, рядовой, Инза хули çывăхĕнчи 54 вĕрентÿ полкĕнче пулнă. Вăрçă хыççăн ял хĕрĕпе Евдокия Сергеевна Овчинниковăпа çемье çавăрса пилĕк ача пăхса ÿстернĕ, вĕсене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ворошилов ячĕллĕ, «Победа» колхозра комбайнер, механик пулса тăрăшнă, 1966 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.

Статьяна çырнă чухне «Подвиг народа», «Память народа» сайтсене, Аслă Пăла Тимеш ялĕн 1943-1945 çулсенчи хуçалăх кĕнекисене, Чăваш кĕнеке издательствинче кăларнă «Астăвăм» кĕнекесене тата А.П.Ивановăн автобиографине усă курса çырнă.

Владимир ПЛОТНИКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code