Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

«Сывă пурнăç йĕрки – сывлăх никĕсĕ»

девизпа пурăнаççĕ Яманчÿрелти çамрăк хоккеистсем.

Çанталăк сивĕтсенех вĕсем катока пăрлантарса конькисем çине тăнă. Халĕ уроксем хыççăн куллен хоккейла выляççĕ. Шкул ачисене хоккей вăййин ăсталăхне хастар спортсмен Юрий Рахмуллин вĕрентет.

Çамрăк хоккеистсен ĕмĕчĕсем пысăк. Иртнĕ çул республикăри «Ылтăн шайба» ăмăртура кĕçĕн ушкăнра призерсем пулнăран хăйсен умне пысăк тĕллев лартнă – кăçал та маххă памалла мар. Çавна май куллен тренировкăсем ирттереççĕ.

Республика призерĕ

Республикăри Вĕренÿ министерствин «Эткер» центрĕ «Хам аталанатăп – ыттисене те аталантаратăп» пултарулăх конкурсĕ ирттернĕ.

Ăна виçĕ тапхăрпа йĕркеленĕ. Конкурса 200 ытла шкул ачи хутшăннă. Вăтам ÿсĕмри вĕренекенсенчен «Халăх кулинарийĕ» номинацире Кивĕ Эйпеçри 7 класри Анастасия Теллина палăрнă. Вăл чăкăт пĕçерес опычĕпе паллаштарнă.

Çĕнĕ кайăк – çĕн телей

Çемьере ача сасси янравлăхĕнчен ырри мĕн пултăр! ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем районта 80-мĕш ача çуралнине регистрациленĕ. Аслă Елчĕкри Азаматпа Надежда Бегдаутовсем виççĕмĕш тĕпренчĕкне алла илнĕ. Телейлĕ мăшăр хĕр пĕрчине Диана ят хунă. ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина пепке çуралнă ятпа саламланă май ашшĕпе амăшне ачан пĕрремĕш документне панă.

Сумлă юбилей

Ял илемĕ – хисеплĕ ватăсенче.

Турхан ялĕнче пурăнакан Роза Подолина çак кунсенче хăнасене кĕтсе илнĕ. 90 çул тултарнă ĕç ветеранне Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Владимир Доброхотов, ветерансен канашĕн председателĕ Алимпия Фомина, культура ĕçченĕсемпе тăванĕсем саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code