Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çĕнĕ çул çутисем» смотр-конкурс

«Çĕнĕ çул çутисем» смотр-конкурс

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене кĕтсе илме хатĕрленнĕ вăхăтра предприятисемпе организацисен çурчĕсене, офисĕсене йăлтăр-ялтăр çутăсемпе илемлетес, ку енĕпе чи лайăххисене тупса палăртассипе конкурс йĕркелесси районта иртнĕ çулсенчех йăлана кĕнĕ.

Кăçал та вăл çирĕп вăйра. Предприятисемпе организацисен, офиссен умĕсем илемлĕ çутăсемпе чылай малтан çуталма тытăнчĕç. Декабрĕн 25-мĕшĕ тĕлне чи лайăххисене палăртаççĕ. Унччен вара смотр-конкурса хутшăнма район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайне заявкăсем тăратмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code