Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Комментарий к пресс-конференции Главы Чувашской Республики Олега Николаева

Комментарий к пресс-конференции Главы Чувашской Республики Олега Николаева

Николай МАЛЫШКИН, главный редактор Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен»:

– Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ пресс-конференцире республикăн паянхи пурнăçĕпе, унăн малашлăхĕпе çыхăннă ыйтусем чылай пулчĕç. Вĕсем, тĕпрен илсен, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе çыхăннă. Мана уйрăмах халăха таса шывпа тивĕçтерес, шыв башнисене улăштарас енĕпе хускатнă ыйту-хурав кăмăла кайрĕ. Мĕншĕн тесен ку енĕпе пирĕн районта та ĕç кал-кал пырать.

Тÿрĕ эфирта эпĕ «Тăван ен» культури предмета шкулти вĕренÿ программине çĕнĕрен кĕртесси пирки ыйту парасшăнччĕ – вăхăт çитмерĕ. ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви кун пирки мĕн шухăшлать-ши?

Чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине упрас, аталантарас тĕлĕшпе çыхăннă проблема çине Олег Алексеевич та уйрăм пусăм турĕ. Вăл пĕр ялти ача садĕнче пулнă май хăй чăваш ачисемпе чăвашла калаçсан та шăпăрлансем хăйĕнпе пурпĕрех вырăсла калаçнине асăнчĕ. Анчах та тĕлĕнмелли çук, пирĕн патăмăрта та çакăн пек «шăйрăк» пурри кулянтарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code