Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Мĕнпе асра юлчĕ 2020 çул?

Мĕнпе асра юлчĕ 2020 çул?

Александр ЛАПШИН,
Шупашкарти онкологи клиники диспансерĕн Елчĕк районĕнчи аслă категориллĕ онкологи врачĕ:

– Нумаях пулмасть ман пата Канашри медицина училищинче пĕрле вĕреннĕ тахçанхи пĕлĕшĕм шăнкăравларĕ те çапла ыйтрĕ: «Саша, астăватăн-и 1970 çулхи сентябрь уйăхне;». Астумасăр, ăçтан манайăн тин кăна вĕренме кĕнĕ çамрăксене пуçласа шурă халат тăхăнтартса студентсен йышне илнине. Унтанпа 2020 çулта шăпах çур ĕмĕр çитрĕ. Ыт ахальтен 50 çул – паллă çул тесе каламаççĕ. Çак вăхăт хушшинче эпĕ медицина училищине, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне, интернатурăна пĕтертĕм. Хирурги врачĕ пулса тăтăм. Вĕреннĕ çулсенче больницăсенче, фельдшер пулса ĕçлерĕм. Яш çулсенче салтак тивĕçне пурнăçларăм. 1983 çултанпа паянхи кунччен районти тĕп больницăра тăрăшатăп: тĕп врач тивĕçĕсене пурнăçларăм, хирурги уйрăмне ертсе пытăм. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче 5 çул районта пĕртен-пĕр хирург пулса вăй хутăм. Кунĕпе хирург сĕтелĕ умĕнчен кайманни те, çĕр варринче кун сиктерсе инкеке лекнĕ çынсене операци туни те пулнă. Юн çитмен чухне чирлисене хамăн юна панисене те манас çук.

Каярахпа район больницине Николай Патшин, унтан Владимир Катайкин, Владимир Петров пултаруллă çамрăксем ĕçлеме килсен çăмăлланчĕ. Манăн вара автоаварире сусăрланнă хыççăн поликлиникăра чирлисене йышăнакан хирурга куçма тиврĕ. 2017 çултанпа хальхи ĕçре тăрăшатăп.

Тухтăр ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. 2020 çул кăшăллă вируса пула уйрăмах йывăр килчĕ. Нумай врачпа медицина сестри çак чирпе чирлессине пăхмасăр хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ. Турă сыхлатăрах вĕсене.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code