Воскресенье, Январь 17, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости > Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

2020 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕнче фашистла Германие çапса аркатса Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитрĕ.
Çак паллă куна халалласа «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕ 2020 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен тĕрлĕ ÿсĕмри вулакансен хушшинче «Аслă Çĕнтерĕве — 75 çул» ятпа конкурс ирттерчĕ.
Унта хутшăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, вĕсен пурнăçĕ тата çапăçури паттăрлăхĕ, тыл ĕçченĕсен, вăрçă ачисен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хайлавсем çырчĕç. Вăрçă темине «Асра тытатпăр, мухтанатпăр» (авторĕ Елена Петрова) социаллă пĕлтерĕшлĕ проектра та анлă çутатнă. 10 кăларăмра 14 статья пичетленĕ пулсан, вĕсенчен иккĕшĕнче фронта хутшăннă 29 медик, 18 ялкор кун-çулĕ çинчен пĕлме те кăсăклă. Çыру тĕпелĕнче Николай Алексеев, Александр Сорокин, Надежда Кушманова (Елчĕк), Сергей Трофимов (Лаш Таяпа), Роза Макарова (Чĕмпĕр), Валентина Вастулова (Аслă Елчĕк), Владислав Сазонов (Кÿлпуç), Алексей Петров (Кушкă), Владимир Плотников (Аслă Пăла Тимеш) уйрăмах хастар пулчĕç.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, комисси Лаш Таяпари Сергей Трофимова çĕнтерÿçĕ тесе палăртрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Николай Алексеев, виççĕмĕш – Алексей Петров.

Сăн ÿкерчĕкре — «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Малышкин Н.Алексеева чысланă самант.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code