Воскресенье, Январь 17, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем российской и Днем чувашской печати

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днем российской и Днем чувашской печати

Хисеплĕ журналистсем, полиграфи предприятийĕсемпе издательствăсен ĕçченĕсем!

Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсен ячĕпе саламлатăп!

Кăçал эпир отрасльшĕн пĕлтерĕшлĕ чылай паллă пулăма уявлатпăр.

Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» кун çути курнăранпа 115 çул, Чăваш радио йĕркеленнĕренпе – 95 çул, регионти телехыпарлав эфира тăтăш тухса тăма тытăннăранпа 60 çул çитет.

Чăваш Енĕн хальхи массăллă информаци хатĕрĕсем – ре¬гионти журналистикăн чи ырă та лайăх йăли-йĕркине тивĕçлипе малалла аталантарса пыраканĕсем. Унпа пĕрлех вĕсем çĕнĕ форматсене хастарлăн ĕçе кĕртеççĕ, хăйсен вулакан-кураканĕсен йышне ÿстерес тĕллевпе информацие сармалли ку чухнехи мелсемпе анлăн усă кураççĕ.

Отраслĕн мĕнпур ĕçченне пысăк ăсталăхшăн тата тÿрĕ кăмăллă пулнăшăн, республикăра пурăнакансене хумхантаракан ыйтусене çутатса панă чухне власть органĕсемпе тухăçлăн хутшăнса ĕçленĕшĕн чун-чĕререн тав тăватăп.

Сире пĕтĕм чунтан хавхалану, пултарулăхра çитĕнÿсем тата кăсăк та асра юлмалли материалсем калăплама сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                             О.Николаев

 

 

Уважаемые журналисты, издатели и полиграфисты!

Поздравляю вас с Днем российской и Днем чувашской печати!

В этом году мы отмечаем немало значимых для отрасли дат.

115 лет исполняется первой чувашской газете «Хыпар», 95 лет – чувашскому радио,  60 лет – регулярному региональному телевещанию.

Современные средства массовой информации Чувашии – продолжатели лучших традиций региональной журналистики. При этом они активно внедряют новые форматы, используют актуальные медиаплатформы для расширения своей аудитории.

Искренне благодарю всех работников отрасли за профессионализм и беспристрастность, конструктивное взаимодействие с органами власти в освещении вопросов, волнующих жителей республики.

От всей души желаю вам вдохновения, творческих успехов и интересных материалов!

 

Глава Чувашской Республики                            Олег Николаев

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code