Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йăнăшсенчен вĕренмелле те

Йăнăшсенчен вĕренмелле те

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ 2021 çулхи пĕрремĕш анлă канашлăва пĕтĕмлетÿсемпе çыхăнтарчĕ.

Çĕнĕ çула кĕнĕ май иртнине хакласа тишкересси çĕнĕлĕх мар. Районта пĕлтĕр тĕрлĕ проект-программăна ĕçе кĕртнĕ. Лайăххине малашне те тĕпе хурса аталантарса пымалла. Çав вăхăтрах Леонард Левый тунă йăнăшсенчен вĕренмеллине те палăртрĕ. Ку вăл уйрăмах аукцион ыйтăвĕсене иртерех «вăранса» татса памаллипе çыхăннă. Елчĕк шкулĕ умĕнчи стадион-площадка, акă, шанчăксăр подрядчик пулнăран нумай калаçтарчĕ, ирĕксĕрех килĕшĕве пăрахăçлама тивнĕ. Строительство ĕçĕсене кăçал çĕнĕ подрядчик пуçăнĕ.

Çавăнпа та объектсене хута ярассипе, вырăнсенче налук пуçтарассипе тата ытти ĕçпе те паянах çине тăрса тимлемелле – ноябрь-декабрь уйăхне хăварса тĕпĕртетмелле мар.

Хĕллехи çанталăк хăйĕн кĕтменлĕхĕсемпе час-часах яваплă çынсен пуçарулăхĕпе хастарлăхне тĕрĕслет. Вырсарникун юр вăйлă çуса хунăран «ДПМК «Яльчикское» ООО ĕçченĕсем кунĕпе тенĕ пек хăйсене çирĕплетсе панă автоçулсене тасатса тăнă. Чылай ялти урамсенче вара – шăплăх. Яваплисем – ял тăрăхĕсен администрацийĕсем пĕр-пĕр ял хуçалăх предприятийĕпе е техника тытса тăракан уйрăм çынпа килĕшÿ туса пурнăçламалла. Çакна валли бюджетран укçа-тенкине те уйăраççĕ-çке. Леонард Васильевич ялсенче пулнăран, вĕсенчи хытă каяша вăхăтлăх пухса пымалли контейнерсем те юр танатине лекнине курса ĕненнĕ.

Çанталăк кăларса тăратнă çивĕчлĕх пушар хăрушлăхне те ÿстерет. Статистика вара лăпланса тăма май çукки пирки калать. Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх инспекторĕ Алексанр Сайкин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ку хура «список» кăрлачăн 4-мĕшĕнче Аслă Елчĕкре уçăлнă. Иртнĕ çулхи пĕрремĕш пушара районта нарăсăн 28-мĕшĕнче шута илнĕ. 2019 çулта «хĕрлĕ автан» 24, 2020 çулта 29 хутчен алхаснă. Инкексен тĕп сăлтавĕсем – юсавсăр электропроводасем тата кăмакасем.

Республикăра кăрлачăн 10-мĕшĕ тĕлне 33 пушар пулнă, вĕсенче 11 çын пурнăçĕ татăлнă. Чи пысăк инкек çулталăкăн пĕрремĕш çĕрĕнче Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнче тухнă. Ăнăçсăр шутланнă çемьере харăсах 6 çын пурнăçран уйрăлнă, вĕсенчен 3-шĕ ачасем. Сăлтавне ятарлă органсем тĕпчесе палăртĕç-ха, анчах кашни пушар, хуть те мĕн каласан та, асăрханусăрлăхпа тата тимсĕрлĕхпе çыхăннă.

Хăрушлăх пирĕн тăрăхра пулмассине кам шантарĕ; Йывăр çемьесем районта 26. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем шута илнисем. Шута илменнисем; Вĕсенчен ытларахăшĕ хăйсен кулленхи пурнăçне сăра-эрехпе çыхăнтарни те вăрттăнлăх мар. «Мĕнле условисенче пурăнаççĕ, ăçта, мĕн ĕçлеççĕ, ачисем мĕн çиеççĕ?» – çак тата ытти ыйту ял тăрăхĕсен администрацийĕсене те, общественноçа та шухăшлаттарма тивĕç.

Районти полици пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Карабурнашев иртнĕ вăрăм кану кунĕсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Асăннă тапхăрта ял тăрăхĕсен территорийĕсенче 9 мобильлĕ ушкăн ĕçленĕ. Тĕпрен илсен право йĕркине пăснă тĕслĕхсем нумай пулман. Йĕркелĕх хуралçисем çывхарса килекен Кăшарни /кăрлачăн 19-мĕшĕ/ уявĕнче те тимлĕхе ÿстерессине пĕлтерчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ те ку ыйту çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Сивве-мĕне пăхмасăр вăл кун шыва кĕрес текенсем пулаççех. Çавна май ялсенче ятарлă, тивĕçлĕ условисемлĕ вырăнсем хатĕрлемелле, дежурство йĕркелемелле. Сыхлăха кунта та чакарма юрамасть.

Кану кунĕсенче сывлăхпа спорт вунăкунлăхĕ мĕнле иртни çинчен «Улăп» физкультурăпа сиплев комплексĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов каласа пачĕ. Пандеми тапхăрĕнчи хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса сахал мар мероприяти йĕркеленĕ. Иртнĕ çулхи пекех чи хастаррисен йышĕнче – Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмрисем валли тĕрлĕ вăйă-конкурс чылай ирттернĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕнче, каллех пĕлтĕрхи пекех, тăвайккисенчен «ватрушкасемпе» ярăннипех çырлахнă.

Канашлура пандеми ыйтăвĕ хальхинче те айккинче юлмарĕ. Районта ку тĕлĕшпе лару-тăру çăмăл мар. Кăрлачăн 14-мĕшĕ тĕлне чирлисен шучĕ 327-е çитнĕ, сывалнисем – 237. Кашниех Роспотребнадзор требованийĕсене çирĕп пăхăнсан кăна амакран хăтăлма çăмăл пулĕ. Аслă ăрури çынсен сăлтавсăр урама тухса çÿрессинчен те тăхтасчĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code