Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Çăмăл атлетика

Çĕнĕ Шупашкарти çăмăл атлетика манежĕнче çуран чупакансен республикăри первенстви иртнĕ.

1500 метра ăмăртассипе унта Акчел хĕрĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Ольга Николаева спорт мастерĕ кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.

Хоккей

Патреккелте иртнĕ чемпионат савăнăçлă самантран пуçланнă: ялти шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ, хоккей вăййин пропагандистне Николай Рыбкина асăнса стела уçнă. Унта хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ Николай Миллин тата ыттисем хоккей вăййин пуçаруçин ĕçне пысăка хурса хакланă.

Чемпионатра 6 команда вăй виçнĕ. «Патреккел-2», «Аслă Елчĕк», «Лаш Таяпа» командăсем – малтисен йышĕнче. Станислав Мисяков /Аслă Елчĕк/, Александр Князев, Евгений Яковлев /Лаш Таяпа/, Роман Павлов /Патреккел/ тĕрлĕ номинацире палăрнă.

Кире пуканĕ

спорчĕн Чăваш Енри чемпионатĕнче пирĕн район команди çĕнтернĕ.

Олег Федоровпа Анатолий Константинов тренерсен вĕренекенĕсем – Аэлина Чайкина /Елчĕк шкулĕ/, Данил Семенов /Çĕнĕ Пăва/, Александр Константинов /Курнавăш/ чемпионсем пулса тăнă. Тĕрлĕ ÿсĕмре тата виçе категорийĕнче Дмитрий Енедеров /Тăрăм/, Андрей Кузнецов /Патреккел/, Камилла Николаева, Леонид Цветков /Курнавăш/ – иккĕмĕш, Злата Федорова /Курнавăш/, Дарья Петрова /Елчĕк/, Александр Павлов /Кавал/ – виççĕмĕш.

А.Чайкина 1-мĕш спорт разрядне тултарнă. Сăмах май, Аэлина кирепуканçăсен йышĕнче хĕрсенчен «2020 çулхи Чăваш Енри чи лайăх спортсмен» ята тивĕçнĕ. Тÿрех икĕ номинацире – çамрăксем тата арçынсем хушшинче Анатолий Узюкин çĕнтернĕ.

Йывăр атлетика

Елчĕкри Спорт çуртĕнче Николай Малькова асăнса ирттернĕ штанга йăтакансен турнирĕнче 34 спортсмен тупăшнă.

Хăйсен виçисенче Дмитрий Шитухин, Игорь Абрамов /Кивĕ Эйпеç/, Антон Айметов, Александр Киселев, Даниил Казеев, Даниил Иванов /Елчĕк/, Александр Плотников /Патреккел/, Кирилл Сальников, Павел Сверчков /«Юман» спорт клубĕ/, Роман Лябуков, Карина Сымова /Патăрьел/ пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарнă.

«Елчĕк çамрăкĕсем» фонд, Патреккелти йывăр атлетика шкулĕн ветеранĕсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсене хаклă парнесемпе чысланă.

ГТО

нормисене пурнăçлассинче кану кунĕ çук.

Каникул тапхăрĕнче районти чылай шкулта ГТО нормативĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе тестсем ирттернĕ. Елчĕкри Спорт çуртĕнче, акă, кунта йывăр атлетика секцине çÿрекенсем тăватă дисциплинăра хăйсене тĕрĕсленĕ. ГТО нормисен тесчĕн Центр ертÿçи Петр Смирнов тата Александр Портнов судья ачасен кăтартăвĕсемпе кăмăллă юлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code