Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сумлă та пархатарлă кун-çул

Сумлă та пархатарлă кун-çул

Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Ильич Евполов Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Ленин орденĕсен кавалерĕ, тĕрлĕрен медальсемпе Тав хучĕсен шучĕ те çук унăн…

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава» колхозăн Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи пĕрремĕш комплекслă бригадине нумай çул ăнăçлă ертсе пынă Владимир Евполовпа тĕл пулса калаçни иртнĕ ырă вăхăтри пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ĕçне тĕплĕнрех тĕшмĕртме май панăн туйăнчĕ. Тăхăр теçетке çула хыçа хăварнă, апла пулин те çирĕп ăс-тăнпа пурăнакан çак çын ĕçри нумай саманта яр уççăн куç умне кăларса тăратрĕ.

– «Слава» колхозри комплекслă механизациленĕ 5 бригада та ĕлĕкхи уйрăм колхозсем пулнă. Пирĕн ял – Çĕнĕ Эйпеç – пĕрремĕш бригада, 1960 çулччен вăл Чапаев ячĕпе хисепленекен колхоз шутланса тăнă, – тесе пуçларĕ хăй сăмахне Владимир Ильич.

Калаçу малалла тăсăлчĕ. Сумлă наградăсене тивĕçнипе мухтанмарĕ вăл, ĕç пирки ытларах чарăнса тăчĕ:

– 1962 çултан пуçласа хуçалăх расчечĕпе ĕçлекен колхозри бригадăсенче кашни отраслĕн çирĕп план-задани пулнă. Вĕсене ирттерсе тултарнăшăн хушма тÿлев те, преми те панă.

«Победа» колхозăн иккĕмĕш комплекслă бригадине ертсе пынă Николай Иванович Панкратовпа иксĕмĕр ăмăртмалла ĕçлеттĕмĕр. Тĕслĕхлĕ ĕçе ăса хывас тĕллевпе вĕсен уй-хирĕсене çын курман чухне вăрттăн çитсе килни те пĕрре мар пулнă.

Хуçалăхăн шалти расчечĕпе ĕçленине кура пирĕн колхоз çĕр ĕç культурисене туса илес тĕлĕшпе палăрмаллах пысăк утăмсем турĕ. 1970 çулта, тĕслĕхрен, вăрман хĕрринчи 200 гектар çинчи шурлăхлă анасем çинчен 1 гектар пуçне 50 центнер урпа, 60 центнер сĕлĕ пухса илтĕмĕр. Пахча çимĕç ăстисем те планран ирттерсе 1000 центнер ытла хăяр, помидор тата купăста пухса кĕртме пултарчĕç. Саккăрмĕш пилĕкçуллăхри чи пысăк кăтарту пулчĕ вăл. Çак çул пахча çимĕç туса илнĕ çĕрте тăрăшакансене кашни 1 тенкĕ пуçне 15-25-шер пус хушса тÿлерĕç. Çĕнĕ Эйпеçри сысна тата ĕне фермисенче ĕçлекенсем те çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх хушма тÿлев тата преми шучĕпе кăна алла çĕршер тенкĕ укçа илчĕç. Çапла майпа ĕçшĕн пурлăхпа хавхалантарассине йĕркене кĕртни кашни колхозник илекен тупăша палăрмаллах ÿстерчĕ, – тесе аса илчĕ халĕ те хăйне бригадир вырăнĕнчи пекех туйса тăракан ватă. Çамрăк чухнехи хастарлăхпа теветкелĕх ун чун-чĕринче халĕ те иксĕлмен-çке.

Владимир Евполов ертсе пыракан бригадăн çав çулсенчи ят-сумĕ, чăннипех, пысăк пулнă. Районти АПК ветеранĕсем те çакна лайăх астума тивĕçлĕ. Пахча çимĕç тата вĕсен вăрлăхĕсене туса илес тĕлĕшпе йĕркеленĕ кунти ятарлă звенона /сезон вăхăтĕнче унта тÿррĕнех 35 çынран кая мар хутшăнса ĕçленĕ/ районĕпех чапа тухнă садпа пахча çимĕç ăсти Дмитрий Воробьев ертсе пынă. Çĕнĕ Эйпеç бригадин пулăхлă çĕрĕсем çинче çитĕннĕ тухăçлă темĕн тĕрлĕ пахча çимĕçпе вĕсен вăрлăхĕсене çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене сутнă. Пахча çимĕç туса илнинчен бригада хăй кăна кашни çул 50 пин тенкĕ /вăл çулсенче пĕчĕк укçа мар/ таса тупăш илнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăрлăхлăх хăяр валли кашни çул 10 гектартан кая мар лаптăк уйăрнă, 1 тоннăран кая мар вăрлăх туса илнĕ. Кишĕр, выльăх кăшманĕн вăрлăхĕсене те 1 гектартан 50-шар центнер пухса кĕртнĕ. Бригадăра хăмла та çитĕнтернĕ, унăн лаптăкĕ – 1,5 гектар. Икĕ утар, пĕри – сад пахчинче, тепри – ялтан 2 çухрăмра вырнаçнă вăрманта.

Çĕнĕ Эйпеç бригадинче вăрлăхлăх хăяр валли кашни çул 10 гектартан кая мар лаптăк уйăрнă, 1 тоннăран кая мар вăрлăх туса илнĕ. Ăна çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ăсатнă.

Колхоза экономика енчен тĕреклетмелли, хуçалăха план тăрăх малашлăха витĕр курса тытса пымалли, ял çыннин пурнăçне лайăхлатмалли пахаран та паха меслет пулса тăнă хуçалăх расчечĕпе ĕçлессине районта пуринчен малтан йĕркелесе янă «Слава» колхозăн мĕн пур бригадинче çур аки ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра – 5 ĕç кунĕнчен кая юлмасăр акса хăварасси тĕп тĕллев пулнă. Çак шухăша палăртнă чухне Владимир Ильич:

– Ватă çыншăн мĕн ĕç ан тейĕр те. Анчах хальхи вăхăтра хăшĕ-пĕри тырра куç курми тусан ăшĕнче акнине курсан чун ыратать. Тар тăкса ĕçлени сая кайнăн туйăнать, – терĕ. – «Слава» колхозăн историйĕнче, паллах, Иван Яковлевич Денисов председатель тарăн йĕр хăварнă. Пултаруллă организатор вăтам сыпăкри звеносене ертсе пыма хăй евĕрлĕ çынсене шанса пани, кулленхи ĕçре вĕсене пулăшса, хавхалантарса пыни пĕрлешÿллĕ хуçалăха ĕçе ăнăçлă йĕркелемелли майсене уçса пынă. Çав çулсенче çĕр пулăхне ÿстерессипе, йÿçек вырăнсене извеçлессипе, тăпрана эрозирен хÿтĕлес тĕлĕшпе калама çук нумай ĕç туса ирттернĕ. Минераллă удобрение хире самолетпа сапнă. Çак мел ĕçе хăвăрт пурнăçлама тата ĕç вăйне перекетлеме май панă. Пĕр кунра кашни самолет 40-50 вĕçев тума, 300-350 гектар лаптăка апатлантарма пултарнă. Хирсене апатлантарма аммиак шывĕпе усă курассине те ĕçе кĕртнĕччĕ. Вырăнти удобрение малтан хире уйрăм кăна кăларнă пулсан, каярахпа ун çине фосфорит çăнăхĕ хушса компост тăваттăмăр. Çакă тислĕкри çĕршĕн усăллă элементсен хисепне ÿстернĕ, тăпра пахалăхне лайăхлатма пулăшнă. Тислĕк шĕвекне хатĕрлессине ун чухне тухăçлă тырă туса илес ĕçĕн уйрăлми пайĕ тесех шутланă. Çавăнпа ĕнтĕ кашни фермăна тислĕк хатĕрлеме план-задани панă. Ленин орденлă «Победа» колхоз механизаторĕсенчен вĕренсе кĕрхи çĕртме тунă чухне конвертлă майпа сухалама тытăнтăмăр. Социализмла Ĕç Геройĕ Николай Панкратов ертсе пыракан бригадăн тĕслĕхлĕ ĕçне курас тĕллевпе вĕсен уй-хирĕсене çын курман чухне, вăрттăн çитсе килни те пĕрре мар пулнине пытармастăп. Малтан каламан çакна, халь тин калатăп. Кÿршĕсенчен япăхрах пулас килмен, паллах. Кăтартуллă ĕçлес тенĕ. Николай Панкратовпа иксĕмĕр пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек ĕçлеттĕмĕр. Сăмах май калас пулсан, улăма вĕтетсе, пăспа çемçетсе ĕне выльăха тăрантарас ĕçе те эпир «Победа» колхоз ăстисенчен вĕрентĕмĕр.

Çĕр пулăхне ÿстерес ĕçре колхоз территорийĕнчи торф, юшкăн тăпри запасĕсемпе те кирлĕ таран усă курнă. Пысăк тупăш паракан культурăсене акса çитĕнтерме тăрăшаттăмăр. Шăрăх кунсенче калчасене шăварассине йĕркеленĕ. Пропашнăй культурăсене туса илес ĕçре кашни бригадăрах механизациленĕ звеносем йĕркеленĕ. Пирĕн бригадăри Валерий Васильевпа Николай Мустаев çĕрулмипе кукуруза ÿстерес ĕçре пысăк ăсталăхпа тимлетчĕç.

…Производство организаторĕ, сумлă та пархатарлă кун-çула утса тухакан Çĕнĕ Эйпеçри Владимир Ильич Евполов 1930 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Канашри чукун çул, ун хыççăнах професси пĕлĕвĕ паракан училищĕсенчен вĕренсе тухнă хыççăн Совет çарĕнче служба тивĕçне чыслăн пурнăçланă. 1957 çултан пуçласа, пурĕ 6 çул, Çĕнĕ Эйпеçри Чапаев ячĕпе хисепленекен колхозра тракторист пулса ĕçленĕ. Ĕçленипе пĕр вăхăтрах Вăрнарти совхоз-техникумра пĕлÿ илнĕ. 1963 çултан пуçласа 1986 çулччен «Слава» колхозри пĕрремĕш комплекслă бригадăн бригадирĕ. Пархатарлă ĕçĕпе палăрнă ятлă-сумлă çыннăн çак тапхăрта тĕрлĕ шайри ертÿçĕсемпе тĕл пулма, çавăн пекех производство ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăнма анчах мар, трибуна çинчен те нумай хутчен тухса калаçма тивнĕ. 1975 çулта Мускаври Колонна залĕнче пулса иртнĕ Пĕтĕм Союзри колхозсен канашĕн представителĕсен пухăвĕнче бригадăри ĕç опычĕпе паллаштарни те паянхи пекех асра.

Владимир Ильичăн мăшăрĕ – Зинаида Аверкиевна. Вăл та ĕмĕрĕ тăршшĕпех яваплă ĕçре тăрăшнă, 40 çул Лаш Таяпари çыхăну уйрăмĕн начальникĕ пулнă. Зинаида Аверкиевна та сумлă çулсене пуçтарнă ĕнтĕ, 86-ра вăл. Çапах кил-тĕрĕшри ĕçсенчен пăрăнмасть. Владимир Ильич та килти хуçалăхри хурт-хăмăра пăхма хальлĕхе никама та шанмасть.

Евполовсем 4 ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пĕр-пĕрне сума суса пурăнакан мăшăр ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнать. Канмалли кунсемпе уявсенче вара вĕсен пысăк çурчĕ савăнăçпа тулать. Урăх мĕн кирлĕ ватă çынсене?

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕксенче: Мускаври Колонна залĕнче пулса иртнĕ облаçсемпе крайсен тата автономи республикисенчи колхозсен канашĕн представителĕсен пысăк пухăвĕнче. Владимир Евполов – сулахайран пĕрремĕш; Ĕç ветеранĕн кăмăл-туйăмĕ те, ăс-тăнĕ те çирĕп.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code