Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Урамсемпе çулсене юртан тасатаççĕ

Урамсемпе çулсене юртан тасатаççĕ

Иртнĕ эрнере, кĕçнерникунран пуçласа шăматкунчченех, кутсăр-пуçсăр çил-тăман алхасрĕ. Урамсемпе çулсем наччасра юрпа тулса ларнăран, вĕсене тасатса ĕлкĕрме пулмарĕ.

Район территорийĕ урлă иртекен республика пĕлтерĕшлĕ тата вырăнти çулсене асăрхаса-йĕркелесе тăрассишĕн яваплă пулса тăракан «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕнче вăй хуракансене çак кунсенче уйрăмах çăмăл килмерĕ. Апла пулин те вĕсенчен кашнийĕ хăйĕн тÿрĕ тивĕçне ăнланса, пĕр чăмăра пĕрлешсе ĕçленине пула çут çанталăк условийĕ кăларса тăратнă лару-тăруран чăрмавсăр тухма май панă. Çакна кура автомашинăсемпе çула тухакансем çитес çĕре вăхăтра çитнĕ, шкул автобусĕсем çÿрекен маршрутсене те тивĕçлипе йĕркеленĕ.

Ун хыççăнах çул-йĕр ĕçченĕсем Елчĕк ялĕнче çулсен айккине тулнă юра тиесе тухма тытăннă. Урăхла май çук, мĕншĕн тесен пур çĕрте те юр ытла нумай купаланса кайнăран автомашинăсене ниçта лартса тăма вырăн юлман. Тепĕр енчен, район центрĕнчи юр хÿнĕ ансăр çулсем тăрăх çине-çинех атомашинăсем хĕвĕшни водительсемшĕн, çуран çÿрекен çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Çут çанталăк «парни» çакăнпа анчах вĕçленессе шанас килмест. Синоптиксем те çакăн пиркиех калаççĕ.

…Иртнĕ кунсенчи шатăр сивĕ те хăратрĕ. Сывлăш температури вырăн-вырăнпа 30-35 градуса çитрĕ. Ку чухне ытти службăсен ĕçĕнче те тимлĕхе ÿстерме кирли куç кĕрет. Çакă уйрăмах энергетиксене, газ хуçалăхĕн, пушар асăрхавĕн ĕçченĕсене пырса тивет. Тухтăрсем сивĕ сывлăхшăн, уйрăмах юн тымарĕсемшĕн, çав тери сиенлĕ пулни çинчен калаççĕ. Апла пулсан, сивĕре шăнасран та асăрханмалла.

Светлана АРХИПОВА.

х х х

Тăрмăш, Хĕрлĕçыр ялĕсенчи çулсене юртан тасатса тăрассине «Урожай» сахал яваплă общество директорĕ Вячеслав Кузнецов хăй çине илнĕ. Анатолий Максимов вара гусеницăллă тракторпа хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлать.

В.СОЛОВЬЕВА,
ял старости.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Ион Антонов рабочи, погрузчикпа ĕçлекен Аркадий Щипцов, Сергей Харлампьев водитель, Владимир Кушманов рабочи, Алексей Чернов мастер, Алексей Агеев рабочи çулсен айккипе тулнă юра турттарса тухас ĕçе хутшăнаççĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code