Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Чи пултаруллисене – стипенди

Чи пултаруллисене – стипенди

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев январĕн 15-мĕшĕнче çамрăксемпе студентсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипендисем парасси çинчен хушăва алă пуснă.

Вĕренÿре, тĕпчевре, наукăра, пултарулăхра, производствăра, спортра, общество, управлени ĕç-хĕлĕнче тата бизнеса проектлассинче курăмлă кăтартусем тунă пирĕн районти 17 вĕренекен ятарлă стипендие тивĕçнĕ. Вĕсен йышĕнче – Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулти Олеся Анисимова, Александр Васильев, Анна Лапшина, Леонид Яшин, Патрекккелĕнчи Юлия Воронцова, Çĕнĕ Пăвари Милана Емельянова, Роман Иванов, Елчĕкри Лилия Ильина, Кирилл Кузнецов, Виктория Савинова, А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакан Александр Константинов, Елчĕкри искусство шкулĕнчи Александра Романова, Курнавăшри Камилла Николаева, Андрей Петров, Дарья Федорова, Кушкăри Максим Садовников, Лаш Таяпари Максим Салмин кăçал уйăхсерен 1830 тенкĕ стипенди илсе тăрĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code