Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Хамăр пирки пĕлтерер мар!

Хамăр пирки пĕлтерер мар!

Мошенниксем çинчен илтмен çын çук та пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсен усал серепине лекекенсен шучĕ çулсерен ÿссе пырать. Çĕнĕрен те çĕнĕ ултав меслечĕсем шыраса тупаççĕ преступниксем, вĕсенчен ачасем хур тÿснĕ тĕслĕхсем те сахал мар.

Телефонсем çине СМСпа «Манăн пысăк чăрмавсем, ман номер çине укçа хур. Ман патăма ан шăнкăравла, кайран ăнлантарса парăп», «Укçа кирлĕ. Ывăлу. Хĕрÿ. Тăвану» е ытти тĕрлĕ сăмахсемлĕ хыпарсем яраççĕ вĕсем. Пĕлтернине вуласан вара чылайăшĕ лару-тăрăва уçăмлатмасăрах сĕннĕ номерсем çине укçи-тенкине куçарма васкать.

Ачасене улталанасран асăрхаттарас тĕллевпе Кушкă шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем С.Торговцевăпа М.Портнова аслă класра вĕренекенсемпе маларах асăннă темăна хускатса диктант çырчĕç. Диктантри текста тишкерÿ тунă хыççăн ачасем çапла пĕтĕмлетнĕ: интернет уçлăхĕнчи кирек хăш сайтри страницăра та теприсене /ытларах çывăх пĕлнĕ çынсен ячĕсемпе усă кураççĕ вĕсем/ хăйсем пирки е ытти информацие калама юрамасть, палламан номертен шăнкăравласан никампа та калаçмалла мар.

С.ТОРГОВЦЕВА.
Кушкă шкулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code