Вторник, Март 2, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Общество и право > Çул-йĕр ярăнмалли вырăн мар!

Çул-йĕр ярăнмалли вырăн мар!

Елчĕк районĕнче кăçал 2 ДТП регистрациленĕ. Вĕсенче 4 çын аманнă.

Инкексен тĕп сăлтавĕсем – водительсемпе çуран çÿрекенсем тимлĕ пулманнинче, çул-йĕр правилисене пăхăнманнинче.

Хисеплĕ çул-йĕр участникĕсем! Хальхи вăхăтра çул-йĕр пăрлак пулнине шута хурса сире уйрăмах тимлĕ пулма, пĕр-пĕрне хисеплеме тата упрама ыйтатпăр.

Водительсем! Сирĕн аллăрта руль тата ыттисен пурнăçĕ. Çуран çÿрекенсем çул урлă каçакан вырăнсенче, шкулсен тата ача сачĕсен çывăхĕнче, ачасем йышлă çÿрекен вырăнсенче хăвăртлăха чакарăр. Ачасем хăрушлăх пирки манса кайса çул-йĕр çинче хăйсене тимсĕр тытма пултарни, çул çине кирек хăш вырăнта тата вăхăтра чупса тухма пултарни пирки асрах тытăр. Салонра ачасене лартса çÿренĕ чух ятарлă креслăсемпе усă курăр. Шăпах çак хатĕрпе тивĕçлĕ усă курнине тĕрĕслесе тата асăрхаттарса февралĕн 11-мĕшĕнче районта «Ачасем. Вĕсене лартмалли кресло» ятпа профилактика мероприятийĕ иртрĕ.

Çуран çÿрекенсем! Яланах тротуарпа тата çул хĕррипе утăр. Çул хĕррипе пынă чух хирĕç автомашина килекен енĕпе утăр. Çулăн тепĕр енне çуран çÿрекенсене каçма ирĕк паракан вырăнсенче анчах каçăр. Водитель сире ирттерме хатĕр пулнине ĕненсен анчах çул урлă каçăр.

Час-часах çул-йĕр çинче çунасемпе, «ватрушкăсемпе» /сывлăш вĕрсе хăпартнă хатĕр/, ытти хатĕрпе ярăннине, е вĕсене автомашинăран кăкарса янине асăрхама пулать. Çапла тăвакансем хăйсен тата çул-йĕрĕн ытти участникĕсен сывлăхĕпе пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ. Ку тĕслĕхсемшĕн РФ Административлă право йĕркине пăсни пирки калакан кодексăн 12.23 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн айăплаççĕ, штраф виçи пысăк.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, водительсем! Çывăх çынсен сывлăхĕпе пурнăçĕ пуриншĕн те хаклă, вĕсене упрасси хамăртан, эпир вĕрентнинчен тата асăрхаттарнинчен те нумай килет. Çавăнпа та ачăрсене çул-йĕр çинче тата ун çывăхĕнче ярăнма, выляма ирĕк ан парăр. Правилăсемпе вĕсене пĕчĕкренех паллаштарăр.

Тимлĕ пулсан, пĕрне-пĕри хисеплесен анчах эпир инкекрен упранма пултарăпăр.

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД сотрудникĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code