Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пархатарлă ĕçшĕн – пысăк хисеп

Пархатарлă ĕçшĕн – пысăк хисеп

Çакă ĕçлекене çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хал хушать

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Гурий Иванович Федоров – ял хуçалăх производствин ăста йĕркелÿçи, ăнăçу кадрсенчен нумай килнине те лайăх ăнланать вăл. Вĕсем тĕп пуянлăх вырăнĕнчех. Çакна шута илсе правлени тăрăшса вăй хуракансене тивĕçлипе хавхалантарассине малти вырăна хурать. Тĕп чыслав самантне çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ вăхăтра йĕркелени, пушшех, меллĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕнче кашни çул професси енĕпе чи лайăххисене, Хисеп хăми /вăл икĕ тĕрлĕ – бригадăсенчи тата кооперативри/ çине кĕме ят çĕнсе илнисене, пенсие каякансене чысласси, кооперативăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсене палăртасси, уйрăм условисемпе килĕшÿллĕн, вĕсене пурне те пурлăх тĕлĕшпе хавхалантарасси йăлана кĕнĕ. 2020 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх «Професси енĕпе чи лайăххи» ята илнисем – Надежда Носова /ĕне сăвакан оператор/, Валентина Смирнова /пăру пăхакан оператор/, Владимир Анисимов /комбайнер/, Владислав Изратов /тракторист/, Александр Никифоров /выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайнпа ĕçлекен/, Борис Кузьмин /ĕне сăвакан оборудование ĕçлеттерекен/ пĕр хутчен паракан 10 пин тенкĕ премие алла илнĕ, унсăр пуçне, 2021 çулта вĕсене кашни уйăхри тĕп ĕç укçи çумне 15 процент чухлĕ хушма тÿлев шутласа параççĕ. Е тата: ячĕсем кооперативри тата бригадăсенчи Хисеп хăмисем çине çырăннă Надежда Трифонова /пăру пăхакан оператор/, Владимир Хардов /электрик/, Леонид Головин /механизатор/, Ольга Антонова /зоотехник-селекционер/ кашни уйăхра тĕп ĕç укçи çумне 10 процент, ыттисем – Людмила Перцева /пăру пăхакан/, Василий Сусметов /тракторист/, Любовь Изратова /ĕне сăвакан оператор/, Ирина Павлова /пăру пăхакан оператор/, Антонина Романова /тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан/ 5 процент хушса тÿленине илсе тăма тивĕçлĕ пулнă.

«Кооперативăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçес тесен хуçалăх производствинче хĕрарăмсем – 35, арçынсем 40 çулран кая мар тÿрĕ кăмăлпа ĕçленине шута илеççĕ. Хальхинче çак ятпа Антонина Соловьева тĕп бухгалтерпа нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухнă Валерий Степанова чысланă. Нумай çул хуçалăх производствинче тухăçлă вăй хунă Валентина Еремеева ĕне сăвакан операторпа Валентина Смирнова пăру пăхакан оператора тивĕçлĕ канăва тухнă ятпа саламланă. Вĕсене те хавхалантару укçи – 10-шар пин тенкĕ.

Коронавирус чирне пула çур аки ĕçĕнче палăрнă механизаторсене хăй вăхăтĕнче чыслама май килмен, ун вырăнне вĕсем хальхинче тав сăмахне тивĕçнĕ. Леонид Головинпа Владислав Изратов, Алексей Перцевпа Владимир Васильев пархатарлă ĕçшĕн 5-шер пин тенкĕ премие тивĕçнĕ.

Тăрăшса вăй хуракансене ытти мелпе хавхалантарасси çине те правлени пысăк тимлĕх уйăрать. Хуçалăхра ĕçлекенсем хушшинче Елчĕк район администрацийĕпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнисем нумаййăн, РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене – 7, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята 9 çын илнĕ, «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята тивĕçнисем – 2 çын. «Комбайн» хуçалăха 1994 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕнĕрен йĕркеленнĕренпе «Кооперативăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятпа 18 çынна чысланă. Черетлĕ отчетлă пухура та ĕçлекенсене хисеплесе тĕрлĕ шайри наградăсемпе чыслассине малтанах палăртса хунă. Хальхинче председатель çумĕ Олег Карсаков РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне, Василий Сусметов механизаторпа Антонина Козлова ĕне сăвакан оператор, автомашинăпа трактор паркĕн механик-диспетчерĕ Валерий Пыркин район администрацийĕн Хисеп хучĕсене тивĕçлĕ пулнă.

Пуху ĕçне пĕтĕмлетме хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый кооператив правленийĕ тăрăшнипе йăлана кĕнĕ çак ырă тĕслĕхе – кашни çынна çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма хистекен хавхалантару мелĕсене çÿллĕ шайра йĕркелесе пыма пултарнине тивĕçлипе хакланă. Малашлăхра ытти ял хуçалăх организацийĕсене те çак майсене ĕçе кĕртме сĕнет вăл. Мĕншĕн тесен паянхи çамрăксене фермăна е уй-хирте ĕçлеме явăçтарас тесен кирлĕ условисем туса памалла, ĕç укçине ÿстермелле тата ытти хавхалантару условийĕсене çирĕплетмелле. Унсăрăн вĕсене ялта тытса хăварма пит кансĕр. Ĕç укçи тенĕрен, «Комбайн» ЯХПКра отчетлă тапхăрта туса илнĕ пĕтĕм тупăшăн 25 процентне ĕç укçи тÿлеме уйăрнă. Çапла майпа уйăхри вăтам ĕç укçи /кооператив ĕçне çулталăк тăршшĕпе хутшăнса ĕçлекенсем – 97 çын/ 24922 тенкĕпе танлашнă. Апла пулин те хуçалăхра çакна чикĕ тесе шутламаççĕ. Малашне ĕç укçин шайĕ тата ытларах пулмалла. Çак ĕмĕте пурнăçлас тесен производство ĕçĕн тухăçлăхне чи çÿллĕ шайра йĕркелемелле, пĕтĕмпе, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне тупăш туса илессине, рентабельлĕхе тата ÿстермелле…

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Гурий Федоров председательпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ĕçре палăрнисемпе пĕрле – Валерий Степановпа Валентина Еремеева, Валентина Смирновăпа Антонина Соловьева

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code