Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Раççей призерĕсем

Нарăс уйăхĕн вĕçĕнче Мускавра регбол вăййин Раççей чемпионачĕ иртнĕ.

Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче пирĕн ентешсем – Александр Лапшин /Элпуç/, Сергей Скворцов /Акчел/, Владимир Петрушкин /Аслă Елчĕк/ та вăй виçнĕ. Çивĕч иртнĕ тĕл пулусенче команда йышĕнче пысăк ăсталăхпа хастарлăх кăтартса вĕсем кĕмĕл медальлĕ пулса тăнă.

Çирĕклĕ Шăхальсем çĕнтернĕ

Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче ял тăрăхĕсен командисен волейбол чемпионачĕ сакăр коллектива пуçтарнă. Унта Лаш Таяпасем кăна хутшăнман.

Икĕ ушкăнра тупăшнă хыççăн финала чи вăйлисем тухнă. 3-мĕш вырăншăн пынă тĕл пулура Кĕçĕн Таяпасем Елчĕксене 2:1 шутпа парăнтарнă. Чылай турнирта Курнавăшсемпе Çирĕклĕ Шăхальсем малти вырăншăн пĕр-пĕринпе тупăшаççĕ. Хальхинче ăнăçу иккĕмĕш команда енче пулнă. Çĕнтерÿçĕ-ушкăнри Александр Дудкин «Чи лайăх тапăнса вылякан» ята тивĕçнĕ. Евгений Абрамов /Çĕнĕ Пăва/ – «Чи лайăх хÿтĕлекен», Николай Морозов /Кĕçĕн Таяпа/ – «Чи лайăх пас паракан».

А.Муллина асăнса

Яманчÿрелсем хăйсен ентешне – Çурçĕр Кавказри хирĕç тăрура пуçне хунă Александр Муллина манмаççĕ: çулсерен спорт вăййисен турнирĕсене йĕркелеççĕ.

Хальхинче пĕтĕмпе районти 6 команда тупăшнă. Хоккей вăййисенче кĕçĕн тата вăтам ушкăнсенче те кил хуçисем маттуртарах пулнă пулсан, йĕлтĕрçĕсен чупăвĕнче ытларах Аслă Елчĕксене ăннă.

Çамрăк спортсменсене парнесемпе хавхалантарма Тимченкăсен «Ырă пăр» ыр кăмăллăх фончĕ хутшăннине палăртма вырăнлă. Çавăн пекех предприяти ертÿçисем – Владимир Рахмуллинпа Герман Петров, Юрий Павлов афганецпа Александр Гаврилов уйрăм пайтаçă тата ыттисем те турнира ирттерме хастар пулăшнăшăн тав сăмахне тивĕç.

Кубокра – виççĕмĕш

Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче алă вăйĕ виçессипе иртнĕ Кубокра Елчĕк район команди 3-мĕш вырăн йышăннă.

Пирĕн атлетсем пьедестал çине çак йĕркепе хăпарнă: Елена Портнова /Елчĕк/, Карина Кириллова /Тĕмер/ иккĕмĕш, Александр Курчин, Анжела Иванова /Çĕнĕ Пăва/, Татьяна Журавлева /Тĕмер/ – виççĕмĕш. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Солин, Илья Цветков /Курнавăш/ та командăна паха очкосем хывнă.

Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк

Аслă Елчĕкре пурăнакан Виталий Хушкин предприниматель мĕн çамрăкран спортпа туслă. Уйрăмах хоккей вăййине чун-чĕрипе парăннăскер, спортăн çак тĕсне районта малалла аталантарас тĕллевпе пултаруллă çамрăксене тупса палăртассипе, вĕсене малалла ăнтăлма хавхалантарассипе хăй енчен пысăк тÿпе хывать.

Вăл Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчи хоккей командин тренерĕ, спонсор ĕçĕнчен те айккинче юлмасть. Кăçалхи хĕл тапхăрĕнче те Виталий Анатольевич ертсе пынипе команда республика, район шайĕнче иртнĕ ăмăртусене темиçе те хутшăннă. Нумаях пулмасть ялти афганецсене халалласа ирттернĕ йăлана кĕнĕ районти хоккей турнирĕнче Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Тата маларах команда Лаш Таяпара пулса иртнĕ хоккей турнирĕнче тупăшнă.

Виталий Хушкин предпринимателĕн ывăлĕ Евгений те ашшĕнех хывнă, вăл та ăста хоккеист – командăра тапăнса вылякан шутланать.

Чăваш Енĕн виçĕ хут чемпионĕ

Тÿскелте çуралса ÿснĕ Александр Степанов Елчĕк шкулĕнчен вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ.

Шкулта чухнех физкультурăпа туслăскер аслă шкулта та спортра маххă памасть. 4-мĕш курсра вĕренекен харсăр студент тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать. Нумаях пулмасть Саша хутăшла çар кĕрешĕвĕпе 18 çултан аслăрах, 56,7 кг виçере ăмăртса виççĕмĕш хут республика чемпионĕ пулса тăнă. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕн пухăнса пыракан дипломĕсемпе медалĕсене килте типтерлĕ упраççĕ.

/Хамăр корр/.

Финалта тупăшĕç

Комсомольски ялĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн «Шкулти спорт» кубокне çĕнсе илессишĕн кĕçĕн ушкăнри хоккеистсем вăй виçнĕ.

Елчĕксен пĕрлештернĕ команди кил хуçисене, Канашсене, Патăрьелсене парăнтарса финала тухнă, çывăх вăхăтра «Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче иртекен турнира хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Унта вăл 2-мĕш вырăна тухнă Канашсемпе, çавăн пекех Йĕпреç тата Шупашкар районĕсен командисемпе тĕл пулĕ.

Командăри Николай Васильев, Денис Карсаков /Лаш Таяпа шкулĕ/, Илья Скворцов, Давид Портнов /Елчĕк/, Артур Карсаков /Патреккел/, Карина Сергеева /Шăмалак/ уйрăмах хастар вылянă.

Н.ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code