Суббота, 2 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăвашсемпе тутарсем

Чăвашсемпе тутарсем

туслăхра пурăнни савăнтарать. Пирĕн районта та 2 тутар ялĕ – Сăрьел тата Пикшик – пур. Тата ăçта пурăнаççĕ-ши вĕсем; Çакăн пирки кĕскен пĕлтерсемĕр.

Н.МЫШКИНА.

Историксем палăртнă тăрăх, чăвашсен, тутарсен, пушкăртсен, турккăсен, якутсен, узбексен тата ытти халăхăн пин-пин çул каялла пĕр кил, пĕр чĕлхе пулнă. Паянхи кун та халăхсем пĕр-пĕринпе тус-тăванлă пурăнаççĕ, «Эпир – пĕр тымартан», – теççĕ.

Ытти халăх пекех тутарсем – пирĕн çывăх туссем. Хальхи вăхăтра вĕсем Раççейре, Казахстанра, Украинăра, Кăркăсстанра, Азербайджанра, Турцире, Румынире, Израильте, АПШра, Беларуçре тата ытти /пурĕ – 22/ çĕршывра пурăнни паллă. Вĕсен йышĕ 7 миллиона яхăн теççĕ. 2010 çулхи çыравра Раççейре 5310649 тутара шута илнĕ. Вырăссем хыççăн вĕсем иккĕмĕш вырăнта, çак халăх 37 регионта пурăнни паллă. Тутарстанра 2 миллион ытла тутар пурăнать, Пушкăрт çĕрĕ çинче – 1 миллион. Тутарсен пысăк йышĕ çавăн пекех Челябинск, Оренбург, Ульяновск, Свердловск облаçĕсенче тĕпленнĕ. Тутарсене темиçе ушкăна пайлаççĕ: Хусан тутарĕсем, мишерсем, крешĕнсем, Çĕпĕр тутарĕсем, Аçтăрхан тăрăхĕнчисем, Польшăпа Литва тутарĕсем, Пермьрисем, тĕптерсем ?Пушкăртстан/, Крым тутарĕсем. Чăваш Енре, 2010 çулхи çырав тăрăх, 34214 тутар пурăнать. Вĕсем Патăрьел, Комсомольски, Куславкка, Йĕпреç, Елчĕк, Шăмăршă тата ытти районта тĕпленнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code