Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Самые наилучшие пожелания нашим милым дамам

Самые наилучшие пожелания нашим милым дамам

Хаклă хĕрарăмсем!

Сире çуркуннехи уявпа – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе чĕререн саламлатăп!

Илĕртÿллĕскерсем, юратнăскерсем, хаклăскерсем, эсир пире, арçынсене, вăй хурса ĕçлеме, çĕннине шырама, пархатарлă утăмсем тума хавхалантаратăр. Сире килĕшес, телейлĕ тăвас, хÿтĕлес тĕллевпе арçынсем хăйсем те пултаруллăрах пулма тăрăшаççĕ, лайăхраххине шухăшласа кăлараççĕ, çĕннине тупаççĕ.

Хĕрарăмсем – пирĕн республикăн чăн илемĕ.

Сирĕн тимлĕхĕр, ырăлăхăр, талантăр, проектăрсемпе пуçарăвăрсем экономикăн мĕн пур сферинче, предпринимательлĕхре, ăслăлăхра, социаллă сферăра, патшалăх ертÿлĕхĕнче кирлĕ. Эсир профессири карьерăна тăвансемпе çывăх çынсемшĕн тăрăшассипе, килти хăтлăха тивĕçтерессипе çураçтарма пĕлни тĕлĕнтерет те, савăнтарать те.

Хаклă ентешĕмсем, сире хĕрарăм телейне сунатăп, арçынсен тимлĕхĕ ан иксĕлтĕр, çемьере тăнăçлăх пултăр! Юрату, сывлăх, чунпа яланах çамрăк, илемлĕ пулма сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                           Олег НИКОЛАЕВ

 

Уважаемые женщины!

Сердечно поздравляю вас с Международным женским днем 8 Марта.

Этот замечательный весенний праздник является символом глубокой признательности и благодарности всем женщинам. В напряженном ритме современной жизни вы успеваете воспитывать детей и вести семейные дела, проявляя постоянную заботу о родных и близких, делать карьеру и заниматься общественной работой. Вы незаменимы на производстве, на вас держатся такие отрасли как образование, здравоохранение, культура.

Особая наша признательность женщинам – ветеранам, отдавшим свои лучшие молодые годы достижению Победы над фашизмом, восстановлению и дальнейшему развитию народного хозяйства в послевоенные десятилетия. Глубокий сыновний поклон им.

От души желаю вам, дорогие женщины, много солнца и тепла, поддержки и понимания, доброго здоровья, благополучия и счастья.

И пусть исполняются все ваши мечты и планы!

Депутат Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации              Н.В.МАЛОВ

 

Милые женщины!

Поздравляю вас с Днем весны! Этот день – прекрасный повод выразить вам огромную любовь, уважение и признательность за то, что идете рядом с нами по жизни, освещая ее светом своей доброты, красоты и талантов.

Вашими неустанными заботами создается все то, без чего не может быть счастлив человек: теплый уютный дом, дружная семья, где всегда поймут и поддержат. Вы воодушевляете своих мужей, отцов, сыновей и братьев, ради вас совершаются подвиги и делаются открытия.

Желаю, чтобы в вашей жизни было как можно больше любви, светлых дней и счастливых событий. Пусть вас радуют ваши дети, пусть дорогие, близкие люди всегда будут рядом. Крепкого вам здоровья, отличного настроения, радости, цветов и улыбок!

С уважением Депутат Государственной Думы Российской Федерации                 Леонид ЧЕРКЕСОВ

 

Хисеплĕ те хаклă хĕрарăмсем!

Сире чĕререн Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ – Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Хĕрарăм – çемье вучахĕн управçи, ачашлăхпа ыркăмăллăх, чунлăхпа ăшпиллĕх тĕслĕхĕ. Тĕнчене çĕнĕ пурнăç парнелесе ăрăва малалла тăсакан та вăлах.

Кирек епле ĕçре, обществăлла пурнăçра та хĕрарăмсем – патвар ĕçченсем, пултаруллă ертÿçĕсем, производствăра малта пыракансем.

Хĕрсемпе хĕрарăмсем, юратнă мăшăрпа хаклă аннесем пирĕн пурнăçа илем кÿреççĕ, шанчăкпа малалла утма хавхалантарса пыраççĕ. Чи илемлĕ те ырă сăмахсене эсир çулталăк тăршшĕпех илтме тивĕçлĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, таса та ĕмĕрлĕх юрату, тăнăç та тулăх пурнăç, çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                              А.ВАСИЛЬЕВА

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ      Л.ЛЕВЫЙ

 

Ытарайми пикесемпе хĕрарăмсем – хисеплĕ ĕçтешĕмĕрсем,
сывлăх сыхлавĕн сумлă ветеранĕсем, ентешсем!

Сире, ĕçчен те тăрăшуллă, хăвăрăн кулленхи пархатарлă ĕçĕрпе ят-сума тивĕçлĕ ăшпиллĕ хĕрарăмсене, пурне те çурхи чи илемлĕ уявпа – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Çурхи кунсем сире çăмăл мар ĕçре малашне те пуçаруллă, чăтăмлă пулма çĕнĕ вăй-хăват, телей, хаваслăх, ăшă кулă парнелеччĕр. Çирĕп сывлăх, кил-çуртра телей те тăнăçлăх, çĕкленÿллĕ шухăш-кăмăл сунатпăр. Мĕнпур ĕмĕт-тĕллевĕр пурнăçа кĕмелле пултăр, чĕресенче яланах Çуркунне хуçалантăр, кашни çĕнĕ кун телей те савăнăç илсе килтĕр! Уяв ячĕпе!

Районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ                        Н.УРКОВА

Профсоюзăн вырăнти комитечĕн ертÿçи             А.ЯСТРЕБОВА

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code