Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кевер чул кĕрекинче

Кевер чул кĕрекинче

Каркаларти Николайпа Ольга Соловьевсем çемье чăмăртани 60 çул çитнине тулли кĕрекере кĕтсе илнĕ.

Николай Константиновичпа Ольга Ивановна пенсие тухиччен тăван колхозра ĕçленĕ. Вĕсем 8 ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ хисеплĕ ватăсен 20 мăнук, 18 кĕçĕн мăнук.

Ял çинче çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан çемьене Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров, культура ĕçченĕсем саламланă, парнесем парса чысланă. Ĕç ветеранĕсем хăйсене хисеп тума килнĕ хăнасене, ачисемпе тăванĕсене чун-чĕререн тав тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code