Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Купăс сасси – чун уççи

Купăс сасси – чун уççи

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2021 çулхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче кăларнă 4-мĕш указĕпе килĕшÿллĕн культура тытăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Шупашкар районĕнчи Хыркассинчи ача-пăча искусство шкулĕн преподавательне Антонина Владимировна Лукинăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Антонина Владимировна Энтепе ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл хут купăспа каланине курсанччĕ! Чăннипех тĕлĕнетĕн, мĕнле кăткăс кĕвве, ташă ярăмне çыпăçуллă та илĕртÿллĕ çавăрттарать-ха вăл.

Пултаруллă пике Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче, Хусанти патшалăх культура институтĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Аслă категориллĕ вĕрентекен 30 çул ытла Хыркассинчи музыка шкулĕнче «Тивлет» тата тĕп хулари ача çуртĕнче «Сентти» ансамбльсенче ачасен юрă-кĕвĕ ăсталăхне туптать. Вăл ертсе пынипе çамрăк талантсем республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те пысăк çитĕнÿсемпе палăраççĕ. «Сентти» ушкăнпа Турцири фестивале те çитме пултарнă.

А.Лукина Эмине ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Уйрăм коллективсене ертсе пынисĕр пуçне ачасене чăваш халăх инструменчĕсемпе калама вĕрентет, сăвă-юрă çырать, юрлать. Унăн «Пурнăç урапи», «Тăван патне», «Килсе кур, тăванăм», «Шурă çĕмĕрт», «Мана кирлĕ эсĕ юратни» тата ытти юррисем те Чăваш наци радиовĕпе янăрасах тăраççĕ. «Купăс сасси – чун уççи», – чунне уçать пултаруллă ентешĕмĕр. Çавăнпах вăл пысăк сцена çинче çак ятпа чаплă концерт та йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code