Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пĕчĕк çеç микроб пулсан та…

Пĕчĕк çеç микроб пулсан та…

Туберкулез мĕн тери хăрушă пулнине Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци пĕтĕмлетĕвĕсем те аван çирĕплетеççĕ. Тĕнчере çуллен 1 млн çын туберкулез чирĕнчен вилет.

Туберкулеза пуçарса яраканĕ – пĕчĕк çеç микроб, ăна микроскопсăр та курма çук. Чире ертме тата аталантарма туберкулезăн пĕр пĕчĕк бактерийĕ те çителĕклĕ. Вăл çыннăн пĕр органне те хĕрхенсе тăмасть. Уйрăмах ÿпкене вăйлă сиенлет. Çак орган инфекци кĕмелли «тĕп хапха» пулса тăрать. Унтан кăкăрăн лимфа тĕввисене куçать, кайран юн тăрăх пур организма та саланать. Ытларах шăмă тытăмĕ, пÿре, хĕрарăмпа арçыннăн ар органĕсем, куç, лимфа тĕввисем сиенленеççĕ. Чире çийĕнчех тупса палăртмасан, сипленме пуçламасан вăл вăйланать. Çийĕнчех сипленме пуçласан унран сывалма пулать.

Инфекци ытларах чухне чирлĕ çыннăн çăра сурчăкĕ, шăкĕ-каяшĕ, амăшĕн кăкăр сĕчĕ урлă ерет. Чир ернĕ хăш-пĕр тĕслĕх сăлтавĕ мăйракаллă шултра выльăх пулма пултарни пирки пурте пĕлмеççĕ. Туберкулезпа чирлĕ çын вара ÿсĕрнĕ чухне кунсерен хăйĕн тавра миллиард бактери сапалать.

Ялан ÿсĕрекен çын та туберкулезпа чирлĕ пулма пултарать. Çавăнпа та хăвăр хушăрта 3 эрне пĕр чарăнмасăр ÿсĕрекене асăрхасан врачран пулăшу ыйтма сĕнĕр.

Ÿпке туберкулезне хăвăрт тупса палăртмалли мел вăл – флюорографи. Пĕлтĕр районта 3 çын çак хăрушă чирпе чирленĕ. Вĕсем пĕри те сиплеврен пăрăнман.

Л.КАПЛАМОВА,
фтизиатр тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code