Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллевĕсем пархатарлă

Тĕллевĕсем пархатарлă

Кашни ашшĕ-амăшĕ пепки çуралсан ăна çĕршыва юрăхлă çын пулма ÿстерес тесе чун хавалне парать. Ачисен çитĕнĕвĕсемпе савăнма, вĕсем телейлĕ пулнине курма ĕмĕтленет. Вăхăчĕ вара питĕ хăвăрт иртет. Тин çеç утма пуçланă шăпăрлансем часах юн вĕресе тăракан мал ĕмĕтлĕ çамрăк шутне кĕреççĕ.

Кивĕ Арланкассинче çуралса ÿснĕ Данилпа Кирилл Вениковсем мĕн ачаран ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе, тăрăшулăхĕпе, ырă кăмăлĕпе тата ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Вĕсене нимĕнле йывăрлăх та хăратмасть. Лартнă тĕллеве пурнăçлама пĕлни ĕмĕчĕсем патне çитме куллен пулăшса пырать йĕкĕрĕшсене.

Вăтам классенче вĕреннĕ чухнех малашлăх планне çирĕп палăртнă вĕсем: аслă пĕлÿллĕ специалист пулмалла. «Ку ĕçре хамăра кăна шанмалла», – çапла каланă пĕр-пĕрне.

Тăрăшса ăс-тăн пухнă, спортпа çывăх туслашнă, май килнĕ таран ытти енĕпе та аталанма ăнтăлнă. Район, регион, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ мероприятие хутшăнса малти вырăнсене йышăннă, обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Кирилл Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине те тивĕçнĕ.

Иртнĕ çул Кушкăри вăтам шкултан вĕренсе тухса Вольск хулинчи çар институчĕн курсанчĕсен йышне кĕнĕ Вениковсен пултаруллă ачисем. Пĕрремĕш курсра вĕренеççĕ пулсан та ырă енĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Нумаях пулмасть, акă, институт пуçлăхĕнчен каччăсен ашшĕпе амăшĕн ячĕпе тав хучĕ килнĕ. «Ывăлăрсене тĕрĕс воспитани панăшăн тав тăватпăр сире. Эсир Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисене çитĕнтернĕ, вĕсемпе чăннипех мухтанма тивĕçлĕ», – тенĕ унта.

/Хамăр инф./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code