Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чунĕпе çамрăк, ĕçĕпе харсăр

Чунĕпе çамрăк, ĕçĕпе харсăр

1941 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче Тÿскел ялĕнчи Вениамин Дмитриевичпа Серафима Терентьевна Нягинсен йышлă çемйинче хĕр çуралнă. Ăна Альбина ят хунă. 7 пĕр тăван çитĕннĕ вĕсем. Çулсем иртнĕçемĕн виççĕшĕ çĕре кĕнĕ. Халĕ 4 пĕр тăван туслă пурăнаççĕ.

Альбина мĕн пĕчĕкрен нумай кĕнеке вуланă. Шкула хавхаланса чупнă. Вĕренÿре яланах малта пынă. 1958 çулта Елчĕкри вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Унтан аслă пĕлÿ илес тесе 1961 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститута, биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне ял каччипех, Аркадий Игнатьевпа, çемье çавăрнă.

1966 çулта, институт пĕтерсен, çамрăк педагог тăван шкула таврăнса ачасене биологи, хими предмечĕсене вĕрентме пуçланă. Мĕн пенсие кайичченех çак шкулта биологи тата ĕç урокĕсене ертсе пынă Альбина Вениаминовна. Унăн тава тивĕçлĕ ĕçпе çĕнсе илнĕ медаль те пур. Хисеп грамотисем те йышлă.

Альбина Вениаминовнăпа Аркадий Леонидович пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, юратнă мăшăрĕ 2006 çулта çĕре кĕнĕ. Халĕ 80 çулхи ĕç ветеранĕ Эдуард ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать.

Игнатьевсен кил-çуртĕнче яланах тату пурнăç та килĕшÿ хуçаланать. Лена кинĕпе пĕр чĕлхе тупнă хуняма карчăкĕ. Çамрăксем ватта сума сăваççĕ, унăн сĕнÿ-канашне тĕпе хураççĕ. Хисеплĕ те юратнă асламăшĕн 3 мăнук. Ĕнерхи педагог мăнукĕсен ĕç-хĕлĕпе, вĕренĕвĕпе интересленсех тăрать.

Альбина Вениаминовна таврара пысăк хисепре. Кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнать. Спортпа питĕ туслă. Пире, çамрăксене, ку енĕпе уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартать. Ахальтен мар районти ăмăртусенче шывра ишессипе яланах малти вырăнсене йышăнать. Хĕлле çамрăксемпе тан йĕлтĕрпе ярăнма тухать. Çулла та ахаль лармасть, пахчара ĕçлет. Уçăлса çÿрет.

А.Игнатьева хăй çулĕнчен чылай çамрăк курăнать. Лăпкă кăмăллăскер, çынна яланах ырă сунаканскер чунĕпе те çамрăк, ĕçĕпе те харсăр.

Е.ГРИГОРЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code