Суббота, 2 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çивĕч куçлă, ăслă пуçлă

Çивĕч куçлă, ăслă пуçлă

Мĕн ĕлĕкренех çапла каланă лайăх куракан тата таврари лару-тăрăва тĕрĕс хаклакан çынна. Шăпах çав каларăша час-часах аса илет Елчĕкри тĕп сыватмăшри куç тухтăрĕ Алевтина Альбертовна Ястребова.

Вăл Вăрнар районĕнче йышлă çемьере ÿснĕ. Апппăшĕсем пĕрин хыççăн тепри учитель пулас ĕмĕтпе хулана кайнăран, аллине аттестат илсен, килтисене хăй педагогика институтĕнче вĕренес кăмăллă пулнине систернĕ.

– Ара, урăх специальность çук-им хĕр упраçшăн, – ыйтуллăн пăхнă ашшĕ ун çине.

– Юрĕ эппин, – килĕшет шкулта пур предметпа та лайăх вĕренсе пынă хĕр, аслисенчен иртме хăнăхманскер. Анчах… Вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ хĕрĕн меда кĕме çур бал çитеймен. Апла пулин те шăпа ăна сывлăх сыхлавĕнчех тăрăшма пÿрнĕ иккен. Вăл вăхăтра ашшĕ, 2-мĕш номерлĕ республика больницинче сипленекенскер, сыватмăша санитарка кирлине пĕлнĕ те хĕрне вăхăтлăха унта ĕçлесе пăхма сĕннĕ. Аля сăмахсăрах килĕшнĕ.

– Ун чухне 2-мĕш больницăра, хальхилле каласан, «элита» текенсене – чи сумлисене те пысăк вырăнтисене – сиплетчĕç, – аса илет вун-вун çул каяллине вăл. – Çавна май унта чи ăста врачсемпе медиксем ĕçленĕ. Паллах, çав йышра пуласси маншăн та пысăк яваплăх пулнă. Унта пурте хăйне питех те сăпайлă тытни, пĕр-пĕринпе те, чирлисемпе те «Эсир» тесе сумласа калаçни, кирек мĕнле тивĕçе те чунтан пурнăçлама хистетчĕ. Çакă маншăн çынлăха хаклама хăнăхтараканни те, медицина пĕлĕвĕ патне ытларах туртăнма çĕклекенни те пулчĕ.

– Апла пулсан, аçăр сире, çав коллектива вырнаçтарса, çамрăклах пурнăçпа ĕç çулĕ çине тăма тата профессие тĕрĕс суйласа илме пулăшнă?

– Тĕрĕсех. Халĕ те, унтанпа 30 çул ытла иртрĕ пулсан та, атте-аннене итлесе, хама ура çинче çирĕп тăма хăнăхтарнăшăн савăнса ĕçлетĕп. Вĕсен сĕнĕвĕ-хистевĕпех каярахпа университета кĕрсе, ăнăçлă вĕренсе тухрăм.

– Елчĕке епле лекнĕ эсир?

– Вăл вăхăтра, аслă шкулта вĕреннисем кăна мар, техникум е училище пĕтернисем те ĕç шыраса çÿремен, никам та пысăк укçана хапсăнман. Ăçта янă, çавăнта çанă тавăрса ĕçе кÿлĕннĕ, – пусăмлăн палăртрĕ вăл, шухăшĕпе хăйĕн биографийĕн малалли страницине уçнă май. – Чăваш Енех, Елчĕке направлени парсан хама çунат хушнă пекех туйрăм.

Сыватмăшра та, райĕçтăвкомра та ăшшăн йышăнчĕç. Çийĕнчех пурăнмалли вырăн уйăрса пачĕç. Района çĕнĕ тухтăр килни тĕп врача уйрăмах савăнтарчĕ пулмалла. Ара, сыватмăшра 8 çула яхăн куç тухтăрĕ пулман та! Çавна май пирĕншĕн, сестрапа иксĕмĕршĕн, малтанлăха епле йывăр пулни каламасăрах паллă. Ун чухне районти халăх йышĕ хальхинчен икĕ хута яхăн пысăкрах пулни хăех те ĕçе чылай кăткăслатнă.

– Аля ун чухне те, халĕ те сăмах ваклама юратсах каймасть, – çав çулсенчи хĕр-тухтăра паян та ятран асăнать медицина ĕçĕн ветеранĕ Александра Сайкина. – Эпĕ, халăхра санитари пĕлĕвĕсене сарас тата гражданла оборона енĕпе ĕçлекен инструктор пулнăран, ăна малтан Елчĕк енпе тата вырăнти çынсемпе хăвăртрах паллаштарма тăрăшрăм. Унтан, активлăхĕ уçăлса пынă май, пĕрлехи ĕçе тĕплĕнрех пурнăçлас тесе, ялсене пĕрле тухса çÿреме тытăнтăмăр. Ятарлă графикпа пĕр е тепĕр яла çитеттĕмĕр те хăюллăнах калаçса татăлнă çĕрти ушкăн патне пыраттăмăр. Вăл малтанах хатĕрленĕ пÿлĕмре хăйне кĕтсех тăнă çынсен куçне тĕрĕслетчĕ, эпĕ – ытти ыйтусемпе калаçу пуçараттăм. Районта чылайранпа куç тухтăрĕ пулманнипе пăшăрханакансем вăл ялах килнипе савăнсах каятчĕç вара. Çавна кура ертÿçĕсем пире кăмăлтан тав тăватчĕç, чылай чухне хăйсен машинипех ăсатса яратчĕç.

…Пĕрлехи туслă çулран таврăнсан пĕррехинче парти райкомне кĕме тÿр килчĕ. Унта ĕçлекен пĕр каччă /Аляпа çирĕм çул ытла пĕрле пурăнакан Володя Ястребов/ юлташĕ урлă хĕр-тухтăра кăмăллани çинчен систерчĕ. Вăрах та вăхăт иртмерĕ, икĕ çамрăк çемьеллĕ пулчĕç. Çакă Елчĕкре паян кун та чунне парса куç тухтăрĕнче тăрăшакан Алевтина Альбертовнăшăн çирĕп çемье тата сыватмăшри сумлă сиплевçĕ патне çул никĕсĕ пулчĕ пулас.

Пытарма кирлĕ мар, кăшăл вирусĕ алхаснăран, чирлекенсене халĕ сыватмăша май килнĕ таран сайрарах пыма хушаççĕ. Ун вырăнне, тĕрлĕ майсем тупса, тухтăрсем вĕсем патне хăйсем çитме тăрăшаççĕ. Анчах Алевтина Альбертовна, хăйĕн специальноçĕпе сыватмăшра пĕр-пĕччен пулнăран, халĕ ялсене сайрарах тухать.

– Тепĕр тесен, хальхи офтальмологи /куç чирĕсен сиплевĕ/ хăй ял çынни патне çывăхланса пырать, – хушса хурать Алевтина Альбертовна.
– Чăваш Ен ку енĕпе Раççейре чи курăмлă ĕçлекен регионсенчен пĕри шутланаканскер, сиплев пахалăхĕпе те, чире çийĕнчех палăртас енĕпе те малта. Нумаях пулмасть республикăри офтальмолог-врачсен ассоциацийĕн пуçлăхĕ, РОКБн тĕп врачĕ Д.Г.Арсютов хутшăннипе Елчĕкрех ачасен куçне хÿтĕлекен-сыхлакан центр уçăлчĕ. Унта уйăхсерен çирĕм çамрăка сиплетпĕр. Çавна май районта куç чирĕсемпе кĕрешесси тĕпрен лайăхланасси-çăмăлланасси паллах. Кунта çакăн пек пулăшу парассине маларах Елчĕк шкулĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ.

– Çапах та куç кабинечĕ патĕнче чылай чухне самаях черет асăрхатпăр-ха.

– Çапла. Куллен 20-25 е ытларах çынна йышăнма тивет. Тем тесен те, паян, компьютер ĕмĕрĕнче, куç чирĕ, çывăх кураслăх е ытти ытларах та ытларах сисĕнет. Аслă ăрурисене час-часах ватлăх катаракти е глаукома асап кÿрет. Юрать-ха, Респубикăри куç больницинче те, Федоров ячĕллĕ комплексра та, Елчĕк тăрăхĕнче ÿснĕ специалистсем йышлă пулнăран, куçа операци тумалла пулсан вĕсемпе тÿрремĕнех калаçса татăлма, сиплев ĕçне хăвăртлатма майсем те тупатпăр.

– Хăш-пĕр чухне халĕ куç чирĕ çамрăкланать тенине илтетпĕр…

– Чăнах та çапла. Ара, ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене сăпкарах кĕсье телефонĕпе выляма, усă курма хăнăхтарни вăрттăнлăх мар вĕт. Апла пулсан, чылайăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкренех куçне вăйсăрлатма «пулăшаççĕ». Çав вăхăтрах çитĕннисемпе ваттисем те, тухтăр патне йышăнăва кĕрес черетре те смартфонпа аппаланнине, хăйсен чарусăрлăхĕпе хăйсен куçне пăснине, мĕнпе ăнлантарма пулать?

Çапах та, пире тав тăвакансем йышлă пулни хавхалантарарть. Кармал ялĕнчи 90 çула çывхарнă хĕрарăма килне кайса пăхса, тĕплĕн тĕрĕслесе, операцие ярса лайăх куракан турăмăр та ума чĕркуçленсе ларсах тав турĕ, ырă пил пачĕ. Е тата, Яманчÿрелĕнчи сакăр теçеткери арçын. Куçне çĕнетсе, çав çулсенче те çĕнĕ водитель прави илчĕ. Çамрăксем хушшинче чиртен хăвăртрах тата тĕппипех сывалакан питех те йышлă. Çавсем, çивĕч куракан пулнисем пÿлĕме йăл кулса, çутă пит-куçпа кĕрсе тăрсан, вĕсен тавне илтичченех кăмăлтан савăнатпăр. Апла пулсан пирĕн ĕç харама каймасть.

Эпĕ хама пулăшакансемпе питех те кăмăллă. Светлана Указова медсестра уйрăмах пуçаруллă. Вăл, вăр-варскер, чирлисене çур сăмахранах ăнланать, компьютера тĕпренех алла илнĕскер, мана пĕтĕм ĕçе ăнăçлă пурнăçласа пыма çирĕп тĕрев парать. Света малтан ача çуратакансен уйрăмĕнче 23 çул ĕçленĕскер, манпа пĕрле те 18-мĕш çул тăрăшать. Çавна май чирлисенчен ытларахăшне лайăх паллать, вĕсене манпа танах квалификациллĕ пулăшу парать. Тинтерех кăна ачасен куçне упракан кабинетра пĕрле ĕçлеме тытăннă Вера Алюкина сестра та ĕçе пысăк хавхаланупа пурнăçлама тытăнчĕ.

Хамăр енчен çакна та хушса хăварар. Алевтинăпа Владимир Ястребовсем – Елчĕкри курăмлă çемьесенчен пĕри. Вĕсем, икĕ ывăл çитĕнтернĕскерсем, иккĕшне те аслă пĕлÿ панипе, иккĕшĕ те наука уйĕнче тухăçлă ĕçленипе мăнкăмăлланаççĕ.

Алевтина Альбертовна пирки больницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова ырăпа кăна асăнать. «Ăна иртнĕ çулта «Чăваш Республикин чи лайăх офтальмологĕ» ятне панине коллектива чысланипех танлаштаратпăр», – терĕ вăл.

А.Ястребова 20 çула яхăн больницăри профсоюз организацине те пуçаруллăн ертсе пырать. Çак тапхăрта вăл хускатнипе ĕçлекенсен условийĕсене тата канăвне лайăхлатас енĕпе нумай ĕç тунă. Больницăри художество пултарулăх коллективĕ яланах тĕрлĕ конкурссенче, çав шутра республикăра та малти вырăнсенче пулнинче те, спорт ăмăртăвĕсенче, пысăк йышпа хутшăнса, лайăх кăтартусем тунинче те унăн тÿпи пурах.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code