Суббота, 13 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Олимп» çĕнтернĕ

«Олимп» çĕнтернĕ

Кавал ялĕнчи спортзалта Георгий Соловьева асăнса мини-футбол вăййин уçă турнирĕ иртнĕ.

Пуçласа йĕркеленĕ ăмăртăва хутшăннă ултă команда та тĕп парне хуçи пулассишĕн питĕ çивĕч кĕрешнĕ. Çапах та вырăнти ушкăн – нумай турнир çĕнтерÿçи «Олимп» футбол клубĕ ыттисене шанăç паман. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене «Тимеш» тата «Лаш Таяпа» командăсем йышăннă. Евгений Носов, Алексей Александров /«Олимп»/, Денис Портнов /«Тимеш»/, Никита Никифоров /«Лаш Таяпа»/ чи лайăх вылякансен шутне кĕнĕ.

Турнира тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Евгений Носова, Кирилл Маркова, Николай Изратова Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Алексеев тав хучĕсемпе чысланă. Спонсорсен йышĕнче – Г.Соловьевăн тус-юлташĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code