Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Социаллă пенсисем ÿснĕ

Социаллă пенсисем ÿснĕ

Апрель уйăхĕнчен пуçласа /кашни çулхи пекех/ социаллă пенсисене тата федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан хăш-пĕр категорири çынсен пенсине индексацилеççĕ.

Çапла ватлăха пула паракан социаллă пенси тата çын инвалид пулнăран паракан социаллă пенси /стаж е пенси балĕ çитменнине пула страхлав пенсине илейменнисен/, çемьене тăрантаракан çухатнипе паракан пенси ÿсет.

Индексаци федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракан çак категорири çынсене пырса тивет: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансем, Ленинград блокадине тÿссе ирттернисем, «чернобылецсем», çар суранне пула инвалид пулса юлнă çар çыннисем… Пенсисем 3,4 процент ÿсеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code