Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Сывлăхлă пул» спорт уявĕнче

«Сывлăхлă пул» спорт уявĕнче

Иртнĕ шăматкун Елчĕкри А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» ФОКра чăн-чăн спорт уявĕ иртнĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалласа районти тĕп больницăра ĕçлекенсем Елчĕксене хăйсем ырă тĕслĕх кăтартса сывă пурнăç йĕркипе пурăннине чăннипех те çирĕплетнĕ.

Сиплевçĕсем 6 командăна пайланнă. Тĕрлĕ енлĕ тупăшура вăй виçнĕ. Шывра ишессипе Алина Прокопьева пĕрремĕш, Марина Мазюкина иккĕмĕш, Валентина Албарцева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Шурă халатлисем спорт уявĕнчен пĕчĕк ачисемпе мăнукĕсене те хăварман. «Хаваслă стартсем» эстафетăра 10 çемье тупăшнă. Çивĕч кĕрешÿре Татьянăпа Павел Миллинсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Наталийăпа Ярослав Карповсем, Светланăпа Кирилл Миллинсем пайланă.

Тăватă енлĕ тупăшу хыççăн /урайĕнчен алăпа тĕртĕнсе, гимнастика саккинчен малалла ÿпĕнсе, урайĕнче выртса кĕлеткене çĕклесе, икĕ урапа тăрш-шĕне сиксе/ «Крепыш» команда /Надежда Охотина, Светлана Указова, Алина Прокопьева, Мария Патшина, Светлана Миллина, Марина Мазюкина/ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕшсем – «Светлячоксем» /Наталия Борисова, Евгения Начарова, Мария Волкова, Любовь Владимирова/. Виççĕмĕш вырăнта – «Ну, погоди» команда. Унăн йышĕнче – Надежда Волкова, Галина Александрова, Ольга Егорова, Ирина Васильева тата Полина Миронова.

Медицина ĕçченĕсем массăллă флешмобпа та савăнтарнă.

Спорт тусĕсене районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова, вырăнти профсоюз комитечĕн ертÿçи Алевтина Ястребова, «Улăп» спорт комплексĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Петр Смирнов саламланă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем дипломсемпе медальсене, пĕчĕк спортсменсем пылак кучченеçсене тивĕçнĕ.

Тулли те савăк кăмăлпа саланнă медицина ĕçченĕсем ÿт-пĕве çирĕплетмелли вăйăсемпе хăнăхтарусем хыççăн.

Сăн ÿкерчĕкре: çемье эстафетинче мала тухнисене чыслаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code