Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Фильм ÿкернĕ

Фильм ÿкернĕ

«Окопсем патне кай» ятпа Шупашкар хулинче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене халалласа фильм ÿкернĕ. Унта тылри çынсен кулленхи паттăрла ĕçне сăнланă.

Фильма ÿкерме республикăри 11 районти культура ĕçченĕсем хутшăннă. Сăнарсене, атмосферăна, атрибутсене – йăлтах иртнĕ ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсенчи евĕрлĕ тума тăрăшнă.

Чăваш Енре пурăннă çынсен паттăрла ĕç хавалне туллин кăтартас тĕллевпе актерсем хăйсен рольне пуçĕпех кĕрсе кайма тăрăшнă, хитре вылянă. «Ÿкерĕнĕве хутшăннисен патриотизмĕ, вĕсем историе килес ăрусемшĕн сыхласа хăварас тени чăнласах та тыткăнлать», – палăртнă фильм ÿкернине айккинчен пăхнисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code