Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чечексене шар кăтартаççĕ

Чечексене шар кăтартаççĕ

Орхидейăсем çине пăхсан тунсăх иртет тенине вуларăм интернетра. Чăн та, чечекĕсем хăйне май питĕ илемлĕ. Анчах вĕсем питĕ черчен те ачаш. Лавккаран киле илсе килсен нумай та лармасть хăшĕ-пĕри. Шупашкарти пĕр лавккара, авă, вĕтĕ нăрă тапăннăран вĕсем хавшаса типме пуçланă. Çакна лаборатори тĕпчевĕсем çирĕплетнĕ. Фиалкăсене те тапăнма ĕлкĕрнĕ иккен Анăç /Калифорни/ чечек трипсĕ текен сăтăрçă.

Суту-илÿ предприятийĕ заявкăпа тухнă хыççăн Россельхознадзор специалисчĕсем тĕрĕслев ирттернĕ. Мускавран илсе килнĕ 68 чечек чÿлмекне тĕпченĕ, çирĕмĕшне трипс иленни палăрнă.

Çак нăрă çеçкесене кĕске вăхăтрах тĕп тăвать: вăл тапăннă чечекĕн папкисем часах татăлса ÿкеççĕ, хăй хăрма тытăнать. Тĕрĕссипе, вăл ытти ÿсен-тăрана та тиркес çук, вĕсен сĕткенĕпе тăранса пурăнма пултарать.

Çав тери вĕтĕ пулин те, пахча çимĕç тухăçне палăрмаллах чакарма мехел çитет çак сăтăрçăн. Трипс – хăрушă вирус чирĕсене саракан та. Ахальтен ăна пысăк сиен кÿме пултаракан сăтăрçăсен йышне кĕртмен ĕнтĕ.

Вăл пирĕн тăрăха чечекпе кăна мар, пахча çимĕçпе те, лартмалли материалпа та килме пултарать. Çавăнпа ютран килекен кунашкал продукци илсе килни çинчен Россельхознадзора пĕлтермелле: досмотр ирттерме. Шăпах çакăн йышши тĕрĕслевсенче «кĕтмен хăнасене» тупса палăртаççĕ те.

Чир-чĕр, хурт-кăпшанкă ытти чечексем çине куçасран асăрханса киле илсе килнĕ çĕнĕ чечеке малтан уйрăммăн тытсан аван. Трипс пуррине пĕлес тесен чечеке шурă хут çине силлемелле. Вĕтĕ, 1-2 миллиметр тăршшĕ нăрă асăрхасан çулçăна, чечеке çунтарса янинчен лайăххи ним те çук: вĕсене пĕтерме тăрăшнинчен усси сахал, теççĕ специалистсем.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code