Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Богдановсен ырă пуçарăвĕ

Богдановсен ырă пуçарăвĕ

Пĕтĕм тĕнчери «Асăну сачĕ» акцире Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса тата «Экологи» наци проекчĕн «Вăрмансене сыхлар» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн хальхи вăхăтра çĕршывĕпех йывăç-тĕм лартасси анлăн сарăлнă. Пархатарлă ĕçрен Елчĕксем те айккинче тăрса юлмаççех.

Ентешсен пуçарăвĕпе – Кивĕ Арланкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ пĕр тăван Богдановсем – Чăваш Республикин апат-çимĕç фончĕн тĕп директорĕ Александр Николаевич, Шупашкар вăрман хуçалăхĕн директорĕ Василий Николаевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуçне хунă хăйсен аслашшĕн – Василий Семенович Богдановăн ятне ĕмĕрлĕхех асра тытнине палăртса Елчĕк районне хыр йывăççисен хунавĕсене парнеленĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ырă кăмăлтан сĕнекен пысăк парнешĕн вĕсене чĕререн тав тунипе анчах çырлахман. Вăл ĕнер хăй те ыттисемпе пĕрле Ырсамай çырмине йывăç лартма тухнă, яваплă ĕçе районти «Çамрăк гварди» членĕсене явăçтарнă.

…Ырă ĕçе хутшăнни чун-чĕрене вăй-хал хушать. Çакна асра тытса Елчĕкри вăтам шкул тата пушар хурал пайĕн коллективĕнче вăй хуракансем те «Асăну сачĕ» акцие хутшăнма кăмăл пурри çинчен пĕлтернĕ. Ыттисем те çак пархатарлă ĕçе хутшăнма пултараççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code