Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Курăмлă пулăшу

Курăмлă пулăшу

Патшалăх виçĕ тата ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене кашни уйăхрах тÿлевпе тивĕçтерет.

Çав укçана 2016 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ хыççăн çуралнă /усрава илнĕ/ 3-мĕш ачашăн е ун хыççăнхи ачасемшĕн параççĕ. Кăçалхи ака уйăхĕнче 6550-шĕшĕн 69 млн е кашни ачашăн 9883 тенкĕ куçарнă.

Тÿлевпе çемьесем 3 çул тултариччен усă кураççĕ. Ăна ĕçлеме пултаракан категорин çемьери вăтам тупăшĕ 2021 çулхи 1 кварталти пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа виçинчен – 10361 тенкĕрен – икĕ хут /20722 тенкĕ/ пысăкрах мар пулсан тивĕçеççĕ. Кăçалхи 4 уйăхра тÿлеве ачасемшĕн пама хула-района 307 млн тенкĕ çитернĕ. Унпа тивĕçтересси федерацин «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code